Пятница, 17 июля, 2026
Главная > Публикации > Тĕрлĕ проектсене хакланă

Тĕрлĕ проектсене хакланă


Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев «Управлени команди» конкурсăн çурма финалĕ пынă вăхăтра тăратнă управлени проекчĕсемпе практикисене хакланă. Çак конкурса вăл пуçарнипе 2020 çултанпа ирттереççĕ. Олег Алексеевич республикăна аталантарма тата пысăк тĕллевсене татса пама май паракан вăйлă управлени командине йĕркелемелли çинчен каланă.
Конкурс тĕллевĕ – тарăн пĕлÿллĕ лидерсене тупса палăртасси. Управлени ĕçне йĕркелеме пĕлекен пысăк тавра курăмлă специалистсене тупас ыйту та кун йĕркинчех тăрать. 2025 çулта унта хутшăнма тĕрлĕ сфера представителĕсенчен 72 заявка пуçтарăннă. Çурма финал умĕнхи тапхăрта конкурсантсем проект управленийĕн программипе вĕренсе тухнă.
«Паян питĕ пĕлтерĕшлĕ тап- хăр. Сирĕн идейăсем, эсир регион аталанăвĕн вăл е ку çул- йĕрне йĕркелени пысăк пĕлтерĕшлĕ. Правительство членĕсем тĕллев-
сене пурнăçлама малашлăхлă сотрудниксем тупма пултарĕç.
Конкурса йĕркелесе эпир хамăр çĕршыв аталанăвĕн наци тĕллевĕсене пурнăçа кĕртме витĕм кÿретпĕр. Кашни регион çак процесра хăйĕн вырăнне йышăнмалла та ыттисемшĕн шанчăклă партнер пулмалла. Кун валли наукăпа тĕпчев ĕçне йĕркелесе пымалла. Çĕнĕ технологисемпе компетенцисене алла илмелле, инфратытăма модернизацилемелле. Чи кирли вара – кадрсен ĕçне вăйлатмалла.
Профессионалсене, командăра ĕçлеме хатĕррисене тупса палăртасси пĕлтерĕшлĕ. Мĕншĕн тесен команда кăна кĕске вăхăтра хăй çине илнĕ ĕçсене яваплăха туйса пысăк кăтартусемпе тума пултараять», – уйрăммăн палăртса каланă хăйĕн сăмахĕнче ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев управлени конкурсĕн çурма финалĕн ĕçне уçнă май.
Республика ертÿçи проектсене тимлĕ пăхса тухса пысăка хурса каланă. Хăшĕ-пĕрисене тата та лайăхрах хатĕрлеме хăйне евĕр сĕнÿсем парса хавхалантарнă. Региона аталантарма пулăшакан проектсем паянхи пурнăç таппишĕн питĕ паха пулнине палăртнă.
Ăмăртăва хутшăннисем регионăн пĕлтерĕшлĕ ыйтăвĕсем çинче чарăнса тăнă, вĕсене тат-са парас енĕпе сĕнÿсем пама тăрăшнă.
«Паян ултă проектран пĕри мĕнпур критерисене туллин тивĕçтерчĕ. Ăна пурнăçа кĕртсен сисĕнмеллех ырă улшăнусем тума пулĕ», – тенĕ регион Пуçлăхĕ.
Конкурс финалĕ 2025 çулхи авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнче иртĕ. Çак кун конкурсантсемпе ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи управлени компетенцийĕсене хаклакан экспертсен канашĕн пайташĕ- сем уйрăммăн калаçусем ирттерĕç. Çакă кашни претендентăн вăй-хăватне, унăн лидер пахалăхĕсене тата яваплăха хăйсем çине илме хатĕррине хаклама май парĕ.
Конкурсăн мĕнпур тапхăрĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх пилĕк çĕнтерÿçе палăртĕç. Вĕсем Чă- ваш Енри управлени кадрĕсен резервне кĕме, эксперт канашĕсен пайĕ пулма тата республикăн влаç органĕсемпе тĕрлĕ енлĕ хутшăнса ĕçлеме пултарĕç.
Хамăр инф.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *