Официаллӑ статистика пӗлтрнӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре пурӑнакансем вӑтамран 72 пин тенкӗ ӗҫлесе илеҫҫӗ. Сӑмах организацисенче тӑрӑшакансем пирки пырать.
Унта ҫӗртме уйӑхӗнчи вӑтам шалу 72 пин те 808 тенке ларнӑ. Ҫулталӑк каяллахинчен ку цифра 8,6 пин тенкӗ пысӑкрах.
Пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнчен республикӑри вӑтам шалу 60 пинрен чакса курман.

