Вторник, 16 июня, 2026
Главная > Публикации > Ял урамĕсенче вырнаçтарнă ача-пăча лапамĕсем шăпăрлансене савăнăç кÿреççĕ

Ял урамĕсенче вырнаçтарнă ача-пăча лапамĕсем шăпăрлансене савăнăç кÿреççĕ

Ачалăх çулĕсемпе шкулта вĕреннĕ тапхăр кашнин чун-чĕринче ĕмĕр тăршшĕпех упранĕ. Вĕренÿри кашни чĕрĕк вĕçленессе еплерех чăтăмсăррăн кĕтеттĕмĕр тата. Ара, хаваслă каникул пуçланать-вĕт. Вĕренÿрен каннă хушăра темиçе кунлăха та пулин хулара пурăнакан тăвансем патне çитсе килме тăрăшаттăмăр.

лта ÿснĕ май хулари çуртсен картишĕсенче тата кану паркĕнче выр- наçтарнă ярăнчăксем хăйсем патне уйрăмах кăчăк туртатчĕç. Ача-пăча валли ятарласа йĕркеленĕ лапамра хулара çитĕнекен аппа-пиччепе куна питех те хаваслăн ирттереттĕмĕр. Киле таврăнсассăн вара чăнласах та тунсăх пусатчĕ.

Ун чухне ялта вĕтĕр-шакăра выляса вăхăт ирттерме ятарласа уйрăрнă вырăнсем çукчĕ. Тантăшсемпе ăçта пуçтарăнассине хамăр палăртаттăмăр. Аслăрах ÿсĕмрисем вылякан, хушăран-хушă пире те явăçтаракан вăйăсенче ăсталăха туптаттăмăр. Улăх-çаранта мечĕк хăваланă е тытмалла вылянă чухне хулари ярăнчăксем çав-çавах аса килетчĕç. Мĕншĕн пире, ял ачисене, çакнашкал хатĕрпе тивĕçтмереççĕ-ха текен шухăш патне пырса тухаттăмăрах вара…

Ниме бюджечĕ программа ĕçлесе кайнă хыççăн ялсенчи лару-тăру ырă енне улшăнчĕ. Ача-пăча лапамĕ- сене халĕ округри кашни ял-саларах асăрхама пулать. Енчен те малтанхи вăхăтра вĕсем шутлă кăна пулнă пулсан, халĕ хăш-пĕр ял территорийĕнче ярăнчăксем ялсен темиçе урам сăнне те илем кÿреççĕ. Лайăххипе ырри халăх хушшинче сарăлса вăй илни чăнласах та пĕлтерĕшлĕ.

Кăçал пуçару мелĕпе ача-пăча лапамĕсене Кăшнаруй, Энтрияльпе Сухайкасси ял территорийĕсенче пурăнакансем йĕркелеме кăмăл тунă. Илемлĕ ярăнчăксем Улаксар, Сухайкасси тата Энтриялĕнче хăйсен вырăнĕсене тупнă. Спортпа туслă çамрăксем çинчен те манман, вĕсем валли спорт лапамĕсем те пуçарупа тухнă ял-салара ниме бюджечĕн вăйĕпе кăçал хута каймалла.

Ялсенче шăпăрлансене ятарлă вырăна пуçтарăнса выляма майсем туса пани вĕсен хăрушсăрлăхĕпе те çыхăннă. Лапамра ачасем яланах аслисен куçĕ умĕнче, ун пек чухне вĕсем шăрпăкпа выляссинчен, шыв хĕррине каяссинчен тата ытти инкек кÿме пултаракан пулăмран тытăнса тăрĕç. Инкекĕ вара чăнласах та куçа курăнса килмест, кунашкал профилактика синкерлĕ тĕслĕхсене сиресси пĕрре те иккĕленÿ туйăмĕ çуратмасть.

Халăх пуçарăвĕн никĕсĕ çинче пурнăçланакан проект укçа-тенкĕн пĕр пайне çынсенчен пуçтарса парас йĕркепе килĕшсе тăрать. Çак пулăмăн ырă енĕ те пур. Енчен те пĕр-пĕр ĕçе пурнăçланă чухне хăв хутшăнсассăн е кĕсьерен укçа-тенкĕ кăларса парсассăн япалан сумĕпе хисепĕ палăрмаллах ÿсет. Пурнăçа кĕртнĕ ĕçе кам та пулсан сиен кÿме пырсассăн ăна асăрхаттарас туйăм çуралать. Вăл пĕрлехи харпăрлăх евĕр курăнать-çке. Кун пек чухне ашшĕ-амăшĕ те ачисемпе воспитани тĕлĕшĕпе витĕмлĕрех ĕçлет, ача килти çын вăйĕпе тунă хатĕре сайра хутра ватма пултарĕ. Ют çыннăнне уясси вара чылайăшĕн иккĕмĕш вырăнта. Кун пек тĕслĕхсем, шел пулин те, тĕл пулаççех.

Иртнĕ çулсемпе танлаштарсан ялсенчи пурнăç палăрмаллах улшăнни сисĕнет. Тăрăшуллă тата мал ĕмĕтлĕ çынсем унта та хуларинчен кая мар пурăнаççĕ. Çакна ачасем те курса тата туйса ÿсеççĕ. Пĕчĕклех вĕсене валли вырăнта меллĕ условисем туса пани çитĕнсен хăйсен те ялтах юлас туртăм вăйланасса шанса тăратпăр.

Артемий МЯСНИКОВ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *