Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫӗнӗ мурала уҫнӑ. Ӑна спутник хула йӗркеленнӗренпе 65 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Мурала Совет урамӗнчи 21-мӗш ҫурт стени ҫинче курма пулать. Ӑна Никита Романов ӳкернӗ.
Аса илтерер: вӑл хула тата «Химпром» пӗрлӗхне кӑтартать. Ҫак ҫурта ахальтен суйламан. Унта хӑй вӑхӑтӗнче хулан пӗрремӗш строителӗсене тата «Химпромра» ӗҫлекенсене хваттер панӑ.

