Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче Канаш енри шкулсенче Пĕлÿ кунĕ иртнĕ. Çак уявпа вĕрентекенсемпе вĕренекенсене тата ачасен ашшĕ-амăшне округ пуçлăхĕ Валерий Чернов саламланă.
Валерий Чернов хăйĕн сăмахĕнче ачасен пĕлĕвĕн пахалăхĕпе вĕсен хăрушсăрлăхĕ çине пысăк тимлĕх уйăрнине палăртнă. Чылай шкулта тĕплĕ юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ, пĕлÿ çурчĕ- сене çĕнĕ хатĕрсемпе тивĕçтерсе пыраççĕ. Ачасене округ пуçлăхĕ пурнăçпа тан утма, вĕренÿре тата общество пурнăçĕнче хастар пулма чĕнсе каланă.
«Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа саламлатăп, вăл кашнине çĕнĕ çитĕнÿ-сем тата пысăк ÿсĕмсем илсе килтĕр», _ тенĕ Валерий Чернов хулари 11-мĕш тата 3-мĕш шкулсенче пулнă май.

