Среда, 19 августа, 2026
Главная > Публикации > Проекта хутшӑннӑ

Проекта хутшӑннӑ

Пӗрремӗш канал кӑтартакан «Голос. Дети» шоун 12-мӗш сезонӗ пуҫланнӑ.

Унӑн пирвайхи хутшӑнаканӗсен шутне Шупашкарти Дмитрий Еремеев лекнӗ. Вӑл Евгений Трофимовӑн «Самолеты» юррине шӑрантарнӑ. Шел, наставниксем вӑл юрланӑ вӑхӑтра ҫаврӑнса пӑхман.

Владимир Пресняков арҫын ачан куҫӑм тапхӑрне пула сасӑ улшӑнӑвӗ пынине палӑртнӑ. Дима Билан арҫын ачана хавхалантарма ырӑ сӑмах шеллемен: «Эсӗ ҫав тери маттур. Сӑмаха туятӑн. Ҫак ӗҫпе ҫунса тӑратӑн», – тенӗ вӑл.

Куракансем пирӗн ентеше тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑннӑ. Сцена ҫинчен тухакансене кӗтсе илекен Яна Чурикова Димӑна мухтанӑ, ӑна ҫемйи те пысӑк йышпа хавхалантарма пынинчен тӗлӗннӗ.

Хамӑр инф.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *