Воскресенье, 14 декабря, 2025
Главная > Публикации > Çĕнĕ кинозал уçăлнă

Çĕнĕ кинозал уçăлнă

Кашни килте телевизор тата кашнин аллинче смартфон пур пулин те çынсем киносене пур- пĕрех пысăк экран çинче курма кăмăллаççĕ. Халĕ çакна Канаш     тăрăхĕнче пурăнакансем те пысăк хулана çитсе килмесĕрех пурнăçлама пултараççĕ.

Нумаях пулмасть Шăхасан салинче çĕнĕ кинозал уçăлнă. Вăл районти культура çуртĕнче вырнаçнă. Канашри муниципаллă округăн Централизациленĕ клуб системи çав кун çĕнĕ пултарулăх сезонне старт панă. Çак савăнăçлă лару-тăрăва канашсем Канаш районĕ йĕркеленнĕренпе 98 çул çитнине халалланă пулнă.

Кинозалта 300 çын вырнаçма пултарать. Ăна хальхи йышши техникăпа тивĕçтернĕ. Цифра хатĕрĕ ÿкерчĕке тата сасса пысăк пахалăхпа куракансем патне илсе çитерет. 3D хатĕр пулăшнипе çынсем сюжет ăшне «тарăнрах» кĕрсе кайма пултараççĕ.

Çĕнĕ кинозала уçма Чăваш Республикин культура министрĕн çумĕ Надежда Павлова, Тутарстан Республикин МТД МЕДИА фирма ертÿçи Ильнар Сафаров, Канаш тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Татьяна Владимирова тата кинопрокат ветеранĕ- сем хутшăннă.

Çĕнĕ кинозалта пуçласа «Наследники Победы» фильма кăтартнă. Унта çамрăксем кăна мар, аслисем те йышлăн пуласси пĕрре те иккĕлентермест.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *