Паян Шупашкарти Чӑваш тӗррин музейӗнче Чӗмпӗрти ӑстасен ӗҫӗсен куравӗ уҫӑлать. Вӑл «Чӗмпӗрти эрешсем: йӑлана кӗнӗ тата хальхи вӑхӑтри тӗрӗ» ятлӑ.
Проект авторӗсем – Наталья Новоселец тата Сергей Кольцов. Аксессуарсене вӗсем этностиль мелӗпе ӑсталаҫҫӗ, алӑпа тӗрлесе Вӑтам Атӑл тӑрӑхӗнчи халӑхсен эрешӗсемпе капӑрлатаҫҫӗ.
Курав чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗччен ӗҫлӗ.

