Олег Николаевшӑн хӑйĕн сассине суйлавҫӑсен 67,06 проценчĕ панӑ.
Иккĕмĕш вырӑна 14,23 процентпа Константин Степанов (ЛДПР) тухнӑ. Виҫҫĕмĕшĕнче – сасӑсен 8,37 процентне пухнӑ Максим Морозов («Новые люди»). Тӑваттӑмĕш – Владимир Ильин (Партия пенсионеров). Ӑна сасӑлавҫӑсен 5,56 проценчĕ суйланӑ. Пиллĕкмĕш вырӑнта – 3,15 процент пуҫтарнӑ Владимир Савинов («Зеленые» парти).

