Чӑваш Республикин Ял хуҫалӑх министерстви качакапа сурӑх ӗрчетекенсене субсиди парассине пӗлтернӗ.
Укҫана тивӗҫес текенсенчен заявкӑсене авӑн уйӑ- хӗн 18-мӗшӗнчен йышӑнма пуҫлӗҫ. Документсене авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗччен парса ӗлкермелле.
Субсиди валли пӗтӗмпе 2,4 млн тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Тӗплӗнрех Ял хуҫалӑх министерствипе ҫыхӑнса ыйтса пӗлме пулать.

