«Ялти культура ӗҫченӗ» программӑпа Чӑваш Енри 7 специалист 1 миллион тенке тивӗҫнӗ.
Килӗшӳпе вӗсен республикӑри ялсенчи культура учрежденийӗсенче 5 ҫул ӗҫлемелле. Хӑшӗ ӳнер шкулӗнче тӑрӑшĕ, кам музейра е ялти клубра. Пирӗн региона Кургантан тата Чӗмпӗр облаҫӗнчен ӗҫлеме килнисем те пур.
Сӑмах май, ҫамрӑксене йышӑнакан кашни Культура ҫурчӗ ҫӗнӗ е тӗплӗ юсав хыҫҫӑнхи.
Ҫитес ҫул ҫак программӑпа тепӗр 20 специалиста ялсенче ӗҫе вырнаҫтарма палӑртнӑ.
Хамӑр инф.

