Чӑваш Енӗн Гостехнадзорӑн тата Патшалӑхӑн автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем «Лайӑх тракторист» операцие пӗтӗмлетнӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа авӑнӑн 20-мӗшӗччен инспекторсем хӑй тӗллӗн ҫӳрекен техникӑпа водительсем епле усӑ курнине тӗрӗсленӗ. Пӗтӗмпе 222 водителе тӗрӗсленӗ. Вӗсенчен 48-шӗнне ҫитменлӗх тупса палӑртнӑ.
Чылайӑшӗн обязательнӑй страхованийӗн полисӗ пулман, 12,5 проценчӗн –тракторист прави.

