Четверг, 16 июля, 2026
Главная > Публикации > Ларура икĕ ыйту пăхса тухнă

Ларура икĕ ыйту пăхса тухнă


Канаш тăрăхĕнче вырăнти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн президиумĕн ларăвĕ иртнĕ. Унта ветерансен округ пурнăçĕнчи пĕлтерĕшĕпе хастарлăхне пăхса тухнă.
Чи малтан ветерансем Чăваш Ен Пуçлăхĕн суйлавне еплерех хутшăннине пăхса тухнă. Президиум членĕ, районти пенсионерсен канашĕн ертÿçи, Г. Андреева аслă ÿсĕмри ентешсем сасăлава хастар хутшăннине палăртнă. Çак хастарлăха вара республикăпа округ пурнăçне пырса тивекен мероприятисенче ÿлĕмрен те кăтартма чĕнсе каланă.
Унтан пирĕн тăрăха Елчĕк тăрăхĕнчи ветерансен канашĕн делегацийĕ килсе каяссине сÿтсе явнă. Хăнасем Çĕнĕ Шелттем тата Мăкăр ялĕнче пулса курĕç. Чи малтанах «Мелилотус» кооператива кĕрсе тухĕç, каярах Чакаç ял территорийĕн- чи ветерансен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашĕç.
Президиум çакнашкал тĕлпулусем ветерансем хушшинчи туслăха çирĕплетме майсем туса панине палăртнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *