Пирĕн республикăра ниме бюджечĕн проекчĕ ăнăçлă ĕçлет. Çынсем унта хутшăнса, хăйсем тĕпленсе пурăнакан вырăнта, темĕн тĕрлĕ объекта та ĕçе кĕртсе пыраççĕ. Çак тĕллевлĕ программа хута кайнăранпа Канаш тăрăхĕнчи ялсенче те ырă улшăнусем сахал мар пулса иртнине палăртса хăвармалла.
Ял-сала хастарĕсем пуçарупа тухнипе тата вырăнта пурăнакансем укçан пĕр пайне пуçтарса панипе чылай урам хушшисене вакă чул сарăннă, кÿлĕсемпе пĕвесем юшкăнтан тасалнă, масарсем çинче çурт-сем çĕкленнĕ, унта çитмелли çулсем çирĕпленнĕ, ача-пăча тата спорт лапамĕсем йĕркеленнĕ, клуб тата ытти пĕлтерĕшлĕ объект хута кайнă.
Халĕ Çатăрка Çырми ялĕнче асăннă программăпа ĕçе кĕртме тĕллев лартнă тепĕр объект çинчен каласа кăтартар. Унта ку таранччен те ниме бюджечĕ- пе хастар ĕçлесе пынă-ха, паянхи кун вара вырăнта пурăнакансем сăваплă çăл куç таврашне хăтлăх кÿ-рес шутлă.
Ку таранччен ял çамрăкĕсем тăрăшнипе шыва кĕмелли купеле хăйсен вăйĕпех çĕклеме ĕлкернĕ. Çăл çумне бетон кăшăлсем чавса вырнаçтарнă, ун çине пура лартнă, тăррине витсе алăкпа чÿречесем каснă. Уçăлатаракан шыва кĕрсе тухма пулать капла та, ял çыннисем сăваплă вырăна илемлĕрех тăвасшăн. Çавăнпа та хăйсен проектне ятарлă сасăлава тăратнă. Вăл «Ниме» бюджечĕн программине кĕрсессĕн унта палласа илмелле мар капăр пуласса шанаççĕ çатăркаçырмисем.

