Вторник, 14 июля, 2026
Главная > Публикации > Салтаксен тăванĕсене çар наградисем панă

Салтаксен тăванĕсене çар наградисем панă


Ятарлă çар операцийĕ иртекен вырăнта çĕршыв интересĕсене хÿтĕленĕ чухне пуçĕсене хунă паттăрсен ячĕсем яланах пирĕн асăмăрта упранĕç. Вĕсен паттăрлăхне çĕршыв шайĕнче те уйрăммăн палăртса хăвараççĕ, вилнĕ хыççăн тивĕçнĕ çар наградисене салтаксен тăванĕ- сене параççĕ.
Çакнашкал чыслав церемонийĕ нумаях пулмасть Канаш тăрăхĕн администрацийĕнче иртнĕ. Округ пуçлăхĕ Валерий Чернов тата Канаш хулин, Канашпа Тăвай районĕсен çар комиссарĕ Евгений Семенов ятарлă çар операцийĕнче пуç хунă çар çыннисен тăванĕсемпе çывăх çыннисене вĕсен наградисене панă. Çар наградисен йышĕнче «За отвагу» медальсемпе Паттăрлăх орденĕсем пулнă.
Округ пуçлăхĕ Валерий Чернов çак йывăр саманта çар çыннисен тăванĕсемпе пĕрле пайланине, паттăр ентешсем яланах пирĕн асра юлассине пĕлтернĕ. Вĕсем пире тата пирĕн малашлăха хÿтĕлесе хăйсен пуçĕсене хунă. Салтаксен çемйисене пур енлĕн пулăшса пырасси _ пирĕн сăваплă тивĕç.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *