Среда, 19 августа, 2026
Главная > Публикации > Çĕрпе тĕллевлĕ усă курмалла

Çĕрпе тĕллевлĕ усă курмалла


Росреестрăн Чăваш Енри управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, пăрахăçа тухнă çĕрсен шутне чакарас тата тимлĕх уйăрас тĕллев- пе кăçалхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Правительство йышăнăвĕ вăя кĕнĕ.
Унпа килĕшÿллĕн çĕрпе тĕллевлĕ усă курнине хаклаççĕ. Енчен те тĕллевлĕн усă курманни палăрчĕ тĕк йĕркесĕрлĕхе тĕп тума виçĕ çул вăхăт параççĕ. Калăпăр, ялсен чиккинчи, сад е пахча лаптăкĕсенче çулталăк тăршшĕпе нимĕнле ĕçсем ирттермен пулсан çакă çĕрпе тĕллевлĕ усă курманнине пĕлтерет.
Паллах, лаптăкпа мĕн валли усă курнинчен те нумай килет. Сăмахран, строительство валли уйăрнă территорире çурт ишĕлни е вăл çукки унпа тĕллевлĕ усă курманнине палăртать. Пахча çимĕç çитĕнтермелли лаптăкра ял хуçалăх культурине ÿстермех тивет. Çакна та палăртмалла: сад участокĕсенче нимĕнле лавкка, хăна çурчĕ, шиномонтаж уçма юрамасть.
Сăмах май, кăçал республикăра пурăнакансем сад çĕрĕсенчи 289 дачăна пурăнмалли категорие куçарнă. Паянхи кун тĕлне куçми пурлăхăн пĕрлехи патшалăх реестрĕнче 107 пин ытла сад тата дача çĕр лаптăкне регистрациленĕ.
«Раççей сад ăстисен союзĕ» общество организацийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн председателĕ Екатерина Трушкова каланă тăрăх, республикăра коммерциллĕ мар 744 сад юлташлăхĕ ĕçлет. Вĕсенчен 100 ытларахăшĕ Шупашкар хула чиккинче вырнаçнă. Унта пăрахăçа тухнă çĕр лаптăкĕсем пур, анчах çав тери нумаях мар. Округсенче лару-тăру çивĕчрех.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *