Воскресенье, 16 ноября, 2025
Главная > Публикации > Спортсменсемпе хăнасем 38 çĕршывран килсе çитĕç

Спортсменсемпе хăнасем 38 çĕршывран килсе çитĕç


Правительство çуртĕнче Пĕтĕм тĕнчери нацисен единоборствисен иккĕмĕш вăййине йĕркелесе ирттерессипе ĕçлекен ушкăнăн ларăвĕ иртнĕ. Ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев йĕркелесе пынă. Çак вăйăсем пирĕн республикăра юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнчен пуçласа 12-мĕшĕччен иртĕç. Унта ултă пине яхăн спортсмен хутшăнĕ, вĕсем Чăваш Ене 38 çĕршыв-ран килсе çитĕç.
Республика ăмăртусене кĕтсе илме еплерех хатĕр пулни çинчен Чăваш Республикин физкультурăпа спорт министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Василий Петров каласа кăтартнă. Вăйăсем Чăваш Енри Спорт министерствин олимп резервĕн 3-мĕшпе 8-мĕш шкулĕ- сенче иртĕç. Унта çак тĕллевпе пĕтĕмпе 17 лапам хатĕрленĕ. Вăйăсене Рамиль Габбасов тĕп судья хаклĕ. Судьясен коллегине те хатĕрлесе çитернĕ, вĕсем ĕçе хатĕр.
Спортсменсемпе хăнасене хăрушсăрлăхпа тата хăтлăхпа тивĕçтересси _ тĕп приоритет. Кашни лапамра медицина ĕçченĕсем пулĕç, спорт шкулĕ-сен çывăхĕнче васкавлă пулăшу машинисем дежурство йĕркелĕç. Çавăн пекех 120 волонтера хатĕр- ленĕ, вĕсен йышĕнче куçаруçăсемпе медицина ĕçченĕсем те пулĕç.
Вăйă тĕлне награда атрибутикипе сувенир продукцийĕ туса хатĕрленĕ. Сувенир хатĕрĕсем ?футболка, термокружка/ сутлăхра ирĕк пулĕç.
Спортсменсемпе хăнасем валли республикăри туроператорсем экскурсисем йĕркелĕç, регионăн историйĕпе тата культурипе паллаштармалли майсем туса парĕç.
Пĕтĕм тĕнчери нацисен единоборствисен иккĕмĕш вăййин финалĕ юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче иртĕ. Куракансем валли тĕрлĕ спорт тĕсĕпе гала-тытăçусем пăхса хăварнă. Вĕсене паллă спорт комментаторĕ Николай Коровин ертсе пырĕ. Вăйăсен пĕтĕмлетĕв- не «Матч! Боец!» федераллă телеканал кăтартĕ. Ăмăртусем пынă тапхăрта кашни лапамрах тÿрĕ трансляцисем йĕркелĕç.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *