Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх. Чӑваш Республикинче халӑхран пуҫтаракан сӗте хак-лӑрахпа туянма пуҫланӑ.
Авӑн уйӑхӗнче пӗр литра вӑтамран 25-27 тенкӗпе пуҫтарнӑ. Ку пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртипе танлаштарсан 2 тенкӗ нумайрах.
Республикӑра халӑхран сӗт пуҫтаракан 276 предприниматель ӗҫлет. Усламҫӑсем уйрӑмах Патӑрьел округӗнче нумай. Унта 42 предприниматель халӑхран сӗт пуҫтарать.

