Типĕ çырма е юхан шыв урлă хывнă каçăсен пĕлтерĕшĕ пысăк. Вăл çыранăн икĕ айккипе вырнаçнă урамсене пĕрлештерет, çынсене çавра çула кĕскетме май парать тата тÿррен каçса çÿрекенсене хăрушсăрлăх кÿрет.
Вăрттăнлăх мар, кирек мĕнле хатĕр те вăхăт иртнĕ май кивелет, çийĕнчех юсаса йĕркене кĕртмесессĕн вара пачах та юрăхсăра тухма пултарать. Çак пурнăç чăнлăхĕ ялсенчи икĕ çырана çыхăнтаракан кĕперсене те айккипе пăрăнса иртмест паллах.
Асхва ял территорийĕнче кĕперсене кăçал пысăк тимлĕх уйăрма тĕллев лартнă. Палăртнине пурнăçа кĕртме вырăнти пуçару программи пулăшу кÿнĕ. Çавна май унта кăçал ниме бюджечĕн вăйĕпе Асхва, Вырăскас Пикших тата Аслă Мами ялĕсенчи кĕперсем çĕнелнĕ. Асхва ялĕнчине тата Аслă Мамири каçăсене маларах туса пĕтерсе хута янă. Вырăскас Пикших ялĕнчи кĕпер авăн уйăхĕн вĕçĕнче çĕнелнĕ.
Асхва ялĕнчи кĕперĕн смета хакĕ аллă икĕ пин тенкĕ ытла ларнă. Çынсем хăйсен енчен палăрт- нă виçен пĕр пайне _ вунă пин тенкĕ ытла укçана пуçтарса панă. Тăкаксен пысăк пайне республика бюджечĕ хăйĕн çине илнĕ, пĕрлехи ĕçе округ бюджечĕ те хутшăннă. Аслă Мами ялĕнчи каçă хакĕ сакăр вунă пин тенке яхăн ларнă. Çынсем ăна юсама вун ултă пин тенке яхăн укçа пуçтарнă. Ытти укçана республикăпа округ бюджечĕсем саплаштарнă. Вырăскас Пикших ялĕнчи пĕпер хакĕ икçĕр çирĕм икĕ пин тенкĕрен те иртнĕ. Ял халăхĕ хĕрĕх пилĕк пин тенке яхăн укçа пуçтарса панă. Çакнашкал суммăнах округ администрацийĕн бюджечĕ те тивĕçтернĕ, республика бюджечĕ çĕр вăтăр пин тенкĕ ытла укçа куçарса панă.
Асхва ял территорийĕнче кăçал ниме бюджечĕпе каçăсене хастар çĕнетнине уçăмлатрăмăр. Çакă ытти ял территорийĕсенче пурăнакансем алă усса ларнине пĕлтермест паллах. Пуçару программине хутшăнса чылай çĕрте урам хушшисене вакă чул сараççĕ, ача-пăча тата спорт лапамĕсем йĕркелеççĕ, урамри пусăсене хăтлăлатаççĕ, кÿлĕсемпе пĕвесене тасатаççĕ тата ытти те.











Тăкаксен пысăк пайне патшалăх хăйĕн çине илни вырăнта пурăнакансене çĕнĕрен те çĕнĕ проектсене пурнăçа кĕртме май парать. Пурте вĕсем халăх пурнăçне ырă енне улăштарма пулăшаканскерсем. Хăш-пĕр çивĕч проект, калăпăр, çынсене чылайранпа канăç паман, анчах та ял халăхĕ хăй тĕллĕн вăй çитерейменнипе пурнăçа кĕреймесĕр вăраха тăсăлса юлнă. Халĕ вара, ниме бюджечĕ вăя кĕнĕренпе, çынсем ялта тĕллевлĕ программăна хутшăнса культура çурчĕ таранах çĕклеме пултараççĕ. Кун пек ырă тĕслĕх-сем пирĕн тăрăхра та сахал мар.
Çавăнпа та пуçарупа тухма ан именĕр тата ан ÿркенĕр, проект ятарлă сасăлавра çĕнтерсессĕн ял халăхĕ енчен пысăк тăкак тумасăрах вырăнта пысăк тата пĕлтерĕшлĕ объектсене хута яма пулать.
Артемий МЯСНИКОВ

