Вторник, 16 июня, 2026
Главная > Публикации > Ниме бюджечĕн ырă витĕмне ялта пурăнакансем те, хула çыннисем те хăйсем çинче туйса илĕç

Ниме бюджечĕн ырă витĕмне ялта пурăнакансем те, хула çыннисем те хăйсем çинче туйса илĕç

Пушар хăрушсăрлăхне ялсенче мĕн ĕлĕкрен пысăк тимлĕх уйăрнă. Ара, камăн та пулин хуçалăхĕнче инкек тухас улсан çынсем кассипех çунса кайни пĕрре мар пулнă. Çавăнпа вут-кăвара хирĕç кĕрешмелли йĕркесене кашни ялта тенĕ пекех çирĕп пăхăннă, çÿллĕ вырăнта пушар каланчисем вырнаçтарнă, çырмасене пĕвелесе шыв управĕсем тунă, дежурство йĕркеленĕ тата ытти те.

Хăш-пĕр ял территорийĕсенче сулăм укçипе пушар машини те тытса тăраççĕ. Унпа инкек пулнă вырăна кĕске вăхăтра çитме, çулăм «чĕлхи» ытти хуралтăсемпе кÿршĕсен хуçалăхĕ çине сиксе ÿкесрен хÿтĕлеме усă кураççĕ.

Пушар вăйлах алхасса тухас пулсассăн хуларан хăватлă техника килсе çитиччен вырăнти автоцистерна вăйĕпе инкеке чарса тăраççĕ. Кун пек чухне кашни минут хаклă.

Пушар машинин пичкинчи шыв вĕçĕ-хĕр- рисĕр мар, паллах, вăл чи хĕрÿ тапхăрта пĕтсе ларни, унпа кĕске вăхăтра тивĕçтерме май килменни инкеке çĕнĕрен вăй илме парать. Çавăнпа ялсенче пушар машини шыв тултарма пултаракан ятарлă вырăнсемпе пичкесем пулмалла.

Ялсенчи пушар хăрушсăрлăх йĕркине тивĕçлĕ шайра тытса пыма вырăнти пуçару программи пысăк пулăшу кÿрет. Çынсем кирлĕ укçан пĕр пайне пуçтарса çулсем иртнĕ май юшкăнпа тулнă кÿлĕ-пĕ- вене тасаттараççĕ, пушар машинине шыв пырса тултармашкăн пирс ăсталаттараççĕ, шыв магистралĕсем çинче гидрантсем вырнаçтарттараççĕ, çĕр айне пысăк емкостьсем чавса чикеççĕ, урамри пусă-тарасана юсаççĕ тата ытти те.

Кăçал пуçару программипе пушар хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă объектсене Карăклă, Пайкилт, Ямаш тата Сиккасси ял территорийĕсенче ĕçе кĕртме палăрт- нă. Карăклăпа Çăлпуç ялĕсенче шыв управĕсем пушар машинине шыв тултармашкăн меллĕ пулĕç. Сиккасси салинче Кречетникован урамĕнчи пысăк емкосте юсанă, унта пĕр харăс 63 кубла метр чухлĕ шыв упрама пулать. Пайкилт ялĕнчи Волков урамĕнче пушар хăрушсăрлăх гидранчĕ ĕçлесе каймалла.

Çак пĕлтерĕшлĕ проектсене хута яма патшалăх пысăк пулăшу кÿнĕ. Вырăнта пурăнакансем те айккинче юлман паллах. Укçан пĕр пайне пухса парса пушар хăрушсăрлăхĕ ялсенче яланах пĕлте- рĕшлĕ вырăн йышăннине тепĕр хутчен çирĕплетсе панă. Чăн та, инкек куçа курăнса килмест, ăна кĕтсе илме тата пур енлĕн хирĕç тăмашкăн пирĕн яланах хатĕр пулмалла. Сыхланакана вара Турă та сыхлать тесе ахальтен каламан-тăр халăхра.

«Халăх пуçарăвĕ ял-хулана хăтлăлатма май парать» социаллă проект пурнăçа кĕнĕ тапхăрта ял-салара пурăнакансем ытларах чухне ĕçе кĕртсе пыракан пĕлтерĕшлĕ объектсене çутатса патăмăр. Çав вăхăтрах хулара пуçару программи епле ĕçлени çинчен те асăнса хăварас килет. Халĕ шăпах Ниме бюджечĕпе тума палăртнă проектсемшĕн пынă сасăлав вĕçленнĕ.

Артемий МЯСНИКОВ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *