Юлашки çулсенче республикăри хуласенче пурăнакансем те «Ниме – Халăх бюджечĕ» программăпа усă курса территорисене ырă улшăнусем кĕртес тĕллевлĕ пулнине пĕлтерме тытăннă. Çакна шута илсе регион ертÿçи Олег Николаев программăна çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ.
Кăçал проектсен темисене те анлăлатнă. «Ниме – Халăх бюджечĕ» программа утă уйă- хĕн 1-мĕшĕнче старт илнĕ. Сасăлава ытти хуласемпе пĕрле Канаш хули те хутшăнма пултарнă.
Тĕллевлĕ программăпа хатĕрленĕ кашни проектшăн çĕр-çĕр çын алă пуснă. Хуласен администрацийĕсен специалисчĕсем тата программа координаторĕсем пуçаруллă ĕç ушкĕнĕсене документсене йĕркене кĕртме пулăшнă. Программăна хутшăнмалли заявкăсене йышăнмалли вăхăт çурла уйă- хĕн 14-мĕшĕнче вĕçленнĕ.
Авăн уйăхĕн 12-мĕшĕнчен тытăнса çынсем «Чă- ваш Ен. Онлайн» сайтра проектсемшĕн сасăланă. Онлайн сасăлав авăн уйăхĕн 26-мĕшĕччен пынă. 2026 çулта ĕçе кĕртмелли çĕнтерÿçĕ-проектсен списокĕпе çитес вăхăтра паллаштарĕç.
Канашсем округ администрацине пуçару программи çинче никĕсленĕ 20 проект çитерсе панă пулнă. Вĕсенчен «Пирĕн çулсем» енпе _ 6 проект, «Манăн картиш» _ 7, «Ачасемпе çамрăксен тĕнчи» _ 1, «Хăтлăх кÿресси» _ 3, «Инфратытăма аталантарасси» _ 3 проект. Çак номинацисенчи проектсене мала кăларассишĕн пĕтĕмпе 3578 çын сасăланă. Вĕсен сассисем мĕнлерех пайланни те паллă.
Хулари Машиностроительсен урамĕнчи 25-мĕш çурт çывăхĕнче вырнаçнă ача-пăча лапамне хăтлăх кĕртессишĕн 430 çын хăйсен сассисене панă.
412 çын хулари 20-мĕш ача садĕнче ?«Василек»/ метеолапам ăсталассишĕн сасăланă.
Хулари Канашская урамри 1-мĕш çурт картишне хăтлăх кÿрессишĕн 307 çын сасăланă.
305 çын Канашри Рабочая урамри автоçула юсаса йĕркене кĕртес кăмăллă пулнине пĕлтернĕ.
263 çын Элеватор территорийĕнчи 23-мĕш çурт çывăхĕн- чи çула юсаттарасшăн.
Машиностроительсен урамĕнчи 1-мĕш тата 2-мĕш çуртсен таврашне йĕркене кĕртме 251 çын хăйсен сассисене панă.
Красноармейски урамĕнчи 79-мĕш çурт таврашĕнчи çутă хатĕрĕсене юсамашкăн 184 çын хăйсен шухăшне палăрт- нă.
Ломоносов урамĕнчи çула юсаттарас тесе 182 çын сасăланă.
177 çын Красноармейски урамĕнчи 79-мĕш çуртăн шыв пăрăхĕсене çĕнетессишĕн сасăланă.
Циолковский урамĕнче каяш шывĕсене централизацилесе кăларса ярассишĕн 172 сасă пуçтарăннă.
Красноармейски урамĕн- чи 79-мĕш çурт таврашĕнчи парковка зонине хăтлăлатассишĕн ?1-мĕш тапхăр/ _ 159 сасă.
Горький урамĕнчи автоçул юсавĕшĕн 157 сасă пулнă.
Красноармейски урамĕн-чи 79-мĕш çурт таврашĕнчи парковка зонине хăтлăлатассишĕн ?2-мĕш тапхăр/ _ 154 сасă.
Дружба урамĕнчи 4-мĕш-пе 6-мĕш çуртсем, Кооперативная урамри 1-мĕш çурт, Железнодорожная урамри 57-мĕш нумай хваттерлĕ çурт- сен çумĕнчи ача-пăча лапамне йĕркене кĕртессишĕн 151 çын сасăланă.
Мускав урамне юсассишĕн 97 çын хăйсен сассисене панă.
61 çын Пушкин урамĕнчи 11-мĕш çурт çывăхĕнчи спорт лапамĕ ăсталассишĕн сасăланă.
54 çын сасăлавра Кооперативная урамри 2-мĕш çурт çывăхĕнче ача-пăча лапамĕ кирлине палăртнă.
Серов переулокĕнчи çула юсаттармашкăн 24 сасă пуçтарăннă.
Куйбышев урамĕнчи 17-мĕш çурт таврашне хăтлăлатассишĕн 20 çын хăйсен сассисене панă. Фрунзе урамĕнчи 1-мĕш çурт çумĕнче тротуар тăвас шухăшлă пулнине 18 çын хăйсен сассисемпе çи- рĕплетнĕ.
Округ администрацийĕ сасăлава хутшăннă кашни çынна тав тăвать, çак кашни сасă хула аталанăвĕпе тÿр-ремĕн çыхăннине палăртать.
Артемий МЯСНИКОВ
Ниме бюджечĕн ырă витĕмне ялта пурăнакансем те, хула çыннисем те хăйсем çинче туйса илĕç

