Ҫĕнĕ Шупашкарти спорт комплексĕнче Наци кĕрешĕвĕсен Пĕтĕм тĕнчери 2-мĕш вӑййисем савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӑлнӑ.
Спорт уявне Чӑваш Ен Пуҫлӑхĕ Олег Николаев хутшӑннӑ. Вӑл ку Вӑйӑсем Чӑваш Енре иккĕмĕш хут иртнине, кӑҫал унта кĕрешӳҫĕсем ытларах ҫĕршывран килнине палӑртнӑ. Спорт- сменсен йышĕ те чылай пысӑкрах пулнине пĕлтернĕ. Спортсменсене ӑнӑҫу, ҫĕнтерӳсем суннӑ.
Палӑртма кӑмӑллӑ: Наци кĕрешĕвĕсен Пĕтĕм тĕнчери 2-мĕш вӑййисене 39 ҫĕршыв спортсменĕ хутшӑнать. Пĕтĕмпе вĕсем 17 тĕрлĕ кĕрешӳ енĕпе вӑй виҫĕҫ. Асӑннӑ спорт уявĕ юпа уйӑхĕн 12-мĕшĕччен тӑсӑлĕ.
«Кашни халӑхӑн хӑйĕн йӑли-йĕрки, хӑйĕн наци кĕрешĕвĕ пур. Спорт вара пире пĕрлештерет, вӑйлӑрах пулма пулӑшать», – палӑртнӑ уява хутшӑнакансем.

