Понедельник, 10 ноября, 2025
Главная > Публикации > Финанс тытăмне уçăмлă тата тухăçлă йĕркелеме май парĕ

Финанс тытăмне уçăмлă тата тухăçлă йĕркелеме май парĕ


Сочи хулинче инновацилле финанс технолгийĕсен Раççей шайĕнчи пысăк форумĕ иртет. Ăна Раççей Банкĕ финанс тата IT-секторĕн малта пыракан компанийĕсемпе пĕрле йĕркеленĕ. Чăваш Ен çак форумра цифрăллă тенке республикăн бюджет тытăмĕнче эксперимент мелĕпе усă курассине еплерех йĕркеленин пĕрремĕш кăтартăвĕсемпе паллаштарнă.
«Кăçалхи кăрлач уйăхĕнчен тытăнса эпир, пилотлă регион пулнă май, Раççей Банкĕн тата ВТБ банкăн представителĕсемпе пĕрле регионти бюджетăн хăш-пĕр тÿлевне цифрăллă тенкĕ мелĕпе çитерсе парассине йĕркелерĕмĕр. Хамăр палăртнă пекех, пĕрремĕш çитĕнÿсене Сочи хулинчи «Финополис» форумра кăтартса патăмăр», _ пĕлтернĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев.
Çак форумра çулсеренех финанс сферин малашлăхри аталану çул-йĕрне сÿтсе яваççĕ. Кăçал Чăваш Республики унта тест-сценари илсе çитернĕ, форума хутшăнакансене хамăр патăмăрта сĕт туса илекенсен хăш-пĕр тăкакне цифра-субсидипе тивĕçтерни çинчен каласа кăтартнă. Субсидисене цифра мелĕ çине куçарни Чăваш Ене 440 пин тенкĕ таран укçа перекетлеме май парĕ, çĕршыв шайĕпе илсен, экспертсен шухăшĕпе, çак кăтарту 80 миллион ытла тенкĕпе танлашма пултарĕ.
Эксперимент шучĕпе Чă- ваш Республкинче нумай ачаллă çемьесене шкул тата спорт форми туянма паракан укçана та цифра çине куçармашкăн ятарлă кейссем туса хатĕрленĕ. Ача кĕтекен хĕрарăмсене, пепкисене çитерекен амăшĕсене, çавăн пекех виçĕ çула çитичченхи ачасене тулли апат-çимĕçпе тивĕçтерме паракан тÿлев те цифра ме- лĕпех пулĕ.
«Укçан çĕнĕ форми патшалăхăн финанс тытăмне уçăмлă тата тухăçлă йĕркелеме май парать. Цифрăллă тенкĕ смарт-контрактсенче палăртнă бюджетри тăкаксен тĕллевлĕхне те автомат режимĕпе кăтартса тăрĕ», _ ăнлантарса панă пĕрремĕш вице-премьер _ финанс министрĕ Михаил Ноздряков.
Форумăн пленарлă ларăвĕн- че, унăн модераторĕ Раççей Банкĕн председателĕ Эльвира Набиуллина пулнă, рынокăн наци цифра инфраструктурин аталанăвне сÿтсе явнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *