Суббота, 11 июля, 2026
Главная > Новости > Ыр кăмăллăхçăсен укçипе çĕклеççĕ

Ыр кăмăллăхçăсен укçипе çĕклеççĕ


Шупашкарта Сергий Радонежский чиркĕвĕн строительстви вĕçленсе пырать. Ăна 2026 çулхи кĕркунне хута яма палăртнă.
Ку чиркÿ хулари чи пысăк православи центрĕ пулĕ: унăн çÿллĕшĕ – 40 метр ытла, унта пин ытла çын кĕрет. Вунă чан вырнаçтарнă, чи пысăкки ултă тоннăна яхăн таять.
Чиркÿ тăвас ĕçе 2015 çулхи çурла уйă- хĕнче пуçланă. Никĕслев капсулине вырнаçтармашкăн Кирилл патриарх хутшăннă. Чиркĕве ыр кăмăллăхçăсен укçипе çĕклеççĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *