Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Канаш тӑрӑхӗнчи Вырӑскас Пикших ялӗнче культура ҫурчӗ юсав хыҫҫӑн уҫӑлнӑ.
Юсав ӗҫне ирттерме 25 миллион тенкӗ ытла укҫа уйӑрнӑ. Ҫуртӑн ҫивиттине пӗтӗмпех ылмаштарнӑ, хальхи вӑхӑтри алӑксемпе чӳречесем вырнаҫтарнӑ, маччасемпе урая ҫӗнетнӗ. Акт залне ҫӗнӗ йышши оборудованипе сӗтел-пукан хӑтлӑх кӳреҫҫӗ.
Уява таврари культура ҫурчӗсенче тӑрӑшакансем тата шкулсенчи пултарулӑх ушкӑнӗсем хутшӑннӑ.

