Понедельник, 10 ноября, 2025
Главная > Публикации > «Губернатор лагерĕнче» кăçал сакăр смена ĕçлĕ

«Губернатор лагерĕнче» кăçал сакăр смена ĕçлĕ


Чăваш Енре «Губернатор лагерĕн» пиллĕкĕмĕш смени савăнăçлă лару-тăрура хупăннă. Çак мероприятие республика Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăннă.
«Губернатор лагерĕ» çулталăк çаврăмĕпех ĕçлет, кăçал ăна «Росинка» физкультурăпа сывлăх центрĕнче йĕркеленĕ. «Чемпионсем старта тухăр» сменăна спорт тематикине халалланă пулнă. Вăл юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче хăйĕн ĕçне пуçланă, унта 11 çултан пуçласа 17 çула çитичченхи пултаруллă 100 çамрăк килнĕ. Асăнса хăвармалла, вĕсем пурте тĕрлĕ сферăра пысăк çитĕнÿ туса палăрнăскерсем.
«Сменăна çамрăксем республикăри 15 муниципалитетран хутшăнаççĕ. «Губернатор лагерĕ» вĕсен пултарулăхне тĕрлĕ енлĕ аталантарма пулăшакан тĕп лапам пулса тăчĕ. Эпир çак проекта «Артек» стандарчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçа кĕртсе пыратпăр. Çакăнта килмелли путевка _ çамрăксен çитĕнĕвĕсене курса хаклани тата вĕсене малашлăхра аталанса пымашкăн хавхалантарасси», _ палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев.
Пирĕн республикăра çак проект Олег Николаев пуçарăвĕпе пурнăçа кĕрсе пырать. Кăçал «Губернатор лагерĕн» сакăр сменине йĕркелеме палăртнă, вĕсем пултаруллă 800-е яхăн çамрăка йышăнĕç.
Вĕренÿ тапхăрĕнче сменăсен ятарлă программине пăхса хă- варнă. Çамрăксем дистанци мелĕпе ăс пухаççĕ, аталану мероприятийĕсене хутшăнаççĕ. Теори пĕлĕвне аталантарма унта тăватă вĕренÿ класĕ хатĕрленĕ.
Ирхине ачасем шкул программинчи предметсене дистанци мелĕпе вĕренеççĕ, кăнтăрла иртсен спорт ăмăртăвĕсемпе пултарулăх конкурсĕсене хутшăнаççĕ, ăсталăх сехечĕсенче хăйсен пултарулăхне аталантараççĕ. Паллă спортсменсемпе тата науккăпа искусство деятелĕсемпе тĕл пулса калаçаççĕ.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ятарлă класра дистанци мелĕпе йĕркеленĕ вĕрентÿ ĕçĕпе паллашнă. Çамрăксем Олег Алексеевича лагерьте вăхăта еплерех усăпа ирттерни çинчен каласа кăтартнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *