Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче пирĕн çĕршывра кĕрхи призыв пуçланнă. Вăл раштав уйăхĕн 31-мĕшĕччен пырĕ.
Хальхи вăхăтра салтак çулне çитнĕ яшсем ятарлă комисси витĕр тухаççĕ. Сывлăхĕ енчен çирĕпписем салтак атти тăхăнĕç, вĕсене ятарлă çар операцийĕ иртекен вырăна ямĕç.
Çак кунсенче Канаш хулин, Канашпа Тăвай районĕсен çар коммисариатĕнчен пулас салтаксен пĕрремĕш ушкăнне хĕсмете ăсатнă. Пĕтĕмпе _ тăхăр яш. Вĕсем малтан Шупашкарта, Чăваш Республикин çар комиссариачĕн пухăну пунктĕнче, пулĕç. Унтан çар тумĕ тăхăннă каччăсем çĕршывăн тĕрлĕ çар чаçĕсене саланĕç.
Салтака каякан çамрăксен умĕнче округ администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Владимир Захаров тухса калаçнă, ума лартнă тĕллевсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама ăнăçу суннă.
Хамăр инф.

