Республикăра ял-хула территорийĕсене, урамсемпе çурт-йĕр таврашне «симĕслентермелли» смотр-конкурс вĕленнĕ.
Унăн пĕтĕмлетĕвĕсемпе Чăваш Енри строительство министрĕ Владимир Максимов паллаштарнă. Кăçал конкурса тăратнă заявкăсем пĕлтĕрхинчен нумайрах пулнă – 16 муниципалитетран 74 материал панă.
Кăçал укçа виçине те пысăклатнă – пĕтĕмпе 736 пин тенкĕ уйăрнă. 1-мĕш вырăншăн – 73 пин, 2-3-мĕшсемшĕн 44 пин тата 29 пин тенкĕ ытларах парса чыслаççĕ. Хальхинче конкурсра социаллă учрежденисен хушшинче Йĕпреçри психоневрологи интерначĕ мала тухнă. «Чечек лаптăкĕсем тата кану вырăнĕсем» номинацире Шупашкарти 10-мĕш ача сачĕ çĕнтернĕ. Чи симĕс урам – Патăрьел округĕнчи Нăрваш Шăхальти Уй урамĕ. Уйрăм çынсен çурчĕсене илес тĕк – Вăрмар поселокĕнчи Егоровсен çуртне çитекенни пулман.

