Юпа уйӑхĕн 21-мĕшĕнче Олег Николаев республика Пуҫлӑхĕн должноҫне йышӑннӑ хыҫҫӑнхи пĕрремĕш «тӳрĕ лини» ирттерет.
Ыйтусене патшалӑх пулӑшӑвĕсен порталĕ урлӑ е социаллӑ сетьри пост айĕнче хӑвармалла.
Тӳрĕ ҫыхӑну иртнĕ кун трансляци чатĕнче ҫырма е 8(8352)565-100 телефонпа шӑнкӑравлама юрать.
Эфир регион ертӳҫин телеграм-каналĕнче, «Чувашская Республика» ушкӑнра, «Россия 24» каналпа тата «Радио России» хумĕсем ҫинче пырĕ.

