Воскресенье, 12 июля, 2026
Главная > Публикации > Ялта ĕçлесе пысăк çитĕнÿ тăваççĕ

Ялта ĕçлесе пысăк çитĕнÿ тăваççĕ


Ялта хăйсен ĕçне йĕркелесе пысăк çитĕнÿ тунă хĕрарăмсем сахал мар. Нумаях пулмасть вĕсене çавра сĕтел хушшине пуçтарнă.
«Уçă диалогăн» ĕçне Чăваш Енри хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕн ертÿçи Наталья Николаева, Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев, округ администрацийĕн представителĕсем тата хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕн Канаш тăрăхĕнчи уйрăмĕн хастарĕсем хутшăннă.
Наталья Алексеевна Чăваш Енри хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕпе регионти Ял хуçалăх министерстви пуçарнă çĕнĕ проект çинчен каласа кăтартнă. Вăл ял-салара ĕçлесе пурăнакан хĕрарăмсене хăйсен ĕçне йĕркелесе яма тата вĕсене малашлăхра пулăшса пыма майсем туса парĕ.
Проектпа килĕшÿллĕн маларах пысăк çитĕнĕве тивĕçнĕ ял хĕрарĕмĕсем шкулсенче çитĕнĕкен ăрупа тĕлпулусем йĕркелĕç, класс сехечĕсенче хăйсен ĕçĕнчи тĕрлĕ вăрттăнлăха уçса парĕç. Хăш-пĕр вăрттăнлăхпа вĕсем ентешсене çавра сĕтел хушшинче те паллаштарнă.
Тĕллевлĕ мероприяти округри хастар хĕрарăмсене Чăваш Енри хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕн тата округ пуçлăхĕн Тав çырăвĕсене панипе вĕçленнĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *