Чӑваш Енре «Чӑваш романӗ» конкурса пӗтӗмлетнӗ.
Чӑваш кӗнеке издательстви конкурса кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут ирттернӗ. Вӑл пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнчен тытӑнса кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗччен пынӑ.
Конкурса пынӑ ӗҫсене пахаланӑ хыҫҫӑн тӳресем Анатолий Хмытӑн «Хазара» ал ҫырӑвне суйласа илнӗ. Ӑна кӗнеке издательстви ҫитес ҫул пичетлесе кӑларӗ.

