Вторник, 14 июля, 2026
Главная > Публикации > Кун-çулăн тертлĕ сукмакĕпе утса тухнă

Кун-çулăн тертлĕ сукмакĕпе утса тухнă


«Ăшри тÿсĕмлĕхе юлташ туса,
пурнас килнин хăватне туйса,
умри çула шитлетпĕр кĕскетсе,
ăраскал шыратпăр çĕр çинче».
Çулсем, кĕрхи пĕлĕтсем пекех, вас- каса шăваççĕ. Канăçсăр хыпаланчăк вăхăт чарăнма пĕлмесĕр малаллах чупать. Кăвак уçлăх тÿпи айĕнчи пурнăç ĕмĕрĕ кĕске. Вăл ялкăшса çунакан кăвайт вут-хĕмĕ кăна. Пурнăç çулĕ тумхахлă, пăтăрмахлă. Мĕн кăна тÿссе ирттермест пуль çын пурнăç тăршшĕн- че!
Ырă пулăмсем хăвăрт манăçа тухаççĕ, усалли нумайччен сĕврĕл-мест. Вăхăт иртнĕ май пурнăç хăварнă йĕрсем те аякри тĕтре ăшне путса çухалаççĕ. Ватă ăрăва çамрăк йыш ылмаштарать. Çак сăлтавсене пулах ĕлĕкрех пурăннă çынсен тĕлĕнмелле сăнарĕсемпе вĕсен пархатарлă ĕçĕ-хĕлĕсем те асран тухаççĕ. Ку калама çук пысăк инкек. Çавăн пек пулса ан тухтăр тесен, çĕр çинче паян пурăнакансен историне лайăх пĕлмелле. Вăл пире малашлăхра тĕрĕс пурăнма вĕрентет.
Эпĕ паян вулакана Кивĕ Шелттем ялĕнчи авал пурăннă сумлă çын пурнăçĕпе паллаштарас тетĕп.
Хăй вăхăтĕнче çĕршер кукăр туса авкаланса юхакан Вăрăм шывĕ хĕрринче пурăнакансем çак хĕрарăма лайăх пĕлнĕ. Вăл Матрена Ивановна Касьянова. Хăй ĕмĕрне халăхшăн ырă ĕçсем туса ирттернĕ Матĕрне аппа Çĕнĕ Шелттем ялĕнче çуралса кун çути курнă. Амăшĕ, Хĕветÿç, Улаккапа Ехрем Пракки йăхĕнчен. Вăтăр çултан иртнĕ пĕччен хĕрарăм ялтан-яла çÿ- рекен атă-пушмак ăстине киле кĕртнĕ. Вăл Чулхула тăрăхĕнчи ватăрах вырăс çынни.
Вĕсен çемйинче Мотя ятлă хĕр çуралать. Вăл 4 çул тултарсан амăшĕ ачамак чирĕпе чирлесе вилет. Ашшĕ те куляннипе вăйран кайса час-часах чирлеме пуçлать. Çавна пулах вăл Мотя хĕрне Кивĕ Шелттем ялĕнче ĕçлесе пурăнакан тимĕр-тăмăр ăстин çемйине усрава парать. Çак икĕ çемье пĕр-пĕрне тахçантанпах лайăх пĕлнĕ. Иккĕшĕ те пĕр тăрăхри вырăссем пулнă. Иван Касьянов мăшăрĕпе çак ялта тĕпленсе пурăннă. Вĕсен çемйинче ача пулман, çавăнпа хĕрачана савăнсах хăйсен ачи вырăнне йышăннă. Мотя малтанах икĕ чĕлхе пĕлекенскер, çĕнĕ çемьере хăвăрт хăнăхса аталанма тытăнать. Вашават та вичкĕн пулса çитĕнет. Вулама, çырма, шутлама хă-вăрт вĕренсе çитет. Хĕр шутне кĕрсен Мотьăна ялти хăйĕнчен аслăрах чăва- ша качча параççĕ. Çуралнă ачисем пĕрин хыççăн тепри пурнăçран уйрăлаççĕ. Çичĕ ачаран пĕр хĕрĕ, асли, Алтатти ятли, çеç сыхланса юлать. Çитĕнсе çитсен ăна Пĕршенер ялĕнчи çил арман хуçине качча параççĕ.
Чылай вăхăт иртсен те Матĕрне лăпланаймасть. Вилнĕ ачисемшĕн кулянса ăшри çунакан вутта сÿнтерме ăраскал шыраса ялтан тухса кайма шутлать. Ашшĕ-амăшĕ хирĕçлемест. Халиччен тухса курманскере çул çинче хăй харсăр та каскăн пулни, вырăсла лайăх пĕлни пулăшса пырать.
Вăл Киев хулине çитет, Лаврта пулать, тĕрлĕ чиркÿсенче турăшсен умĕнче пуç çапать. Хăй пекех нушаллă çынсемпе паллашать, вĕсемпе калаçса аманнă чунне çемçетсе пурнăçа лайăхрах ăнланма вĕренсе пырать.
Çулталăк ытла хăшкăлса, асап курса, тем те пĕр тÿссе çÿренĕ хыççăн телей тупаймасăрах тăван ялне каялла çаврăнса çитет.
Кунта ăна каллех пысăк инкек кĕтет. Арăмне кĕтсе халтан кайнă Лекçей ашшĕпе амăшĕ вилни çинчен пĕлтерет.
Пурнăç урапи малалла чупсан та ăшри сурансем çав-çавах сурса ыратаççĕ. 1906 çулта вĕсен çемйинче хĕрача çуралать. Ăна Анна тесе чĕнме пуçлаççĕ. Ял çыннин пурнăçĕ, темле тăрăшса ĕçлесен те, çав тери йывăр пулнă. Матĕрне пилĕк çулхи хĕрне çавăтса каллех ĕç шыраса Хусан еннелле çул тытать. Хулара пĕр хуçа патĕнче ĕçлесе пурăнать. Выльăх-чĕр-лĕх пăхать, ĕне сăвать, вăрман касма та лекет ăна.
Çĕршывра та лăпкăлăх çук. Пĕрремĕш тĕнче вăрçи пуçланать. Ахăр самана халăха вырăнтан вырăна куçарать. Матĕрне аппан та хĕрĕпе каялла тăван яла таврăнма лекет.
Хура кĕркунне Кивĕ Шелттем ялне Белорус енчен пĕр ватăрах хĕрарăм килсе çитет. Ăна ырă кăмăллă Матĕр-не аппа хăй килне пурăнма йышăнать. Лена аппа тухтăр ĕçне пĕлекен хĕрарăм. Тĕттĕм чăваш ялне сиплевçĕ килсе пурăнма пуçлани ял халăхĕшĕн чăн-чăн савăнăç пулнă.
80 çултан иртнĕ Анна аппа тухтăр çинчен çапла аса илетчĕ: «Лена аппа сартарах, кăвак куçлă, пĕчĕкрех, хитре сăн питлĕ хĕрарăм».
Матĕрне тухтăра пур енĕпе те пулăшса пыма тытăнать. Хăй те тухтăрпа пĕрле майĕпен вĕренсе, хăнăхса пырать. Вĕсем улăхра, çырма-çатрасенче, вăрман уçланкисенче сиплĕ курăксем пухса типĕтеççĕ. Хурăн çинче ÿсекен сиплĕ кăмпапа, çĕр çинче вăрттăн ÿсекен çĕр çăвĕпе, таса хура тикĕтпе усă курма пуçлаççĕ.
Хĕрарăмсем ача çуратма аптрасан, мачавар ?бабка, карчăк/ ĕçне те Лена аппа ăста пĕлнĕ. Ял халăхне тĕрлĕрен чир-чĕртен те пулăшнă, аманса суранлансан сипленĕ, шăм сиксен лартма, кĕсен-çăпана тÿрлетме пĕлнĕ.
Çак ялта икĕ çул пурăнсан Лена аппан аякри тăванĕсем тупăннă. Вăл тараватлă ял халăхĕпе сывпуллашса хăй çуралса ÿснĕ вырăна тухса кайнă.
Чирлĕ çынсем Матĕрне аппа патне пулăшу ыйтма килме пăрахман. Ял халăхĕ ăна шанать, хаклать, ĕненет, хисеплет, пулăшу кĕтет. Аллă çулхи Матĕрне аппа «Матьуркка карчăк» пулса тăрать. Ял халăхĕ ун чухне питĕ чухăн пурăннă. Вĕсен ĕçшĕн тÿлеме укçи те пулман. Матĕрне аппа укçашăн мар, сăвапшăн, халăха пуăшма пултарнăшăн савăнса ĕçленĕ.
1917 çул пуçламăшĕ. 10 çулхи Аннан пурнăçне кăштах та пулин çăмăллатас тесе, ăна вĕрентес кăмăлпа амăшĕ Вăрнар тăрăхĕнчи Кушлавăш мăнастырьне вырнаçтарать.
Кунта 9 уйăх çеç пурăннă пулсан та вăл вăхăта Анна аппа ырăпа аса илетчĕ: «Мăнастырьте пурнăç лайăхчĕ. Апат лайăх çитеретчĕç. Выртса çывăрмалли вырăнсем те пурччĕ. Вулама, çырма, шутлама вĕрентетчĕç. Йĕркелĕхе сăнаса-пăхса тăраканни вырăс хĕрарăмĕччĕ. Сад пахчинче улмуççисемпе чие çырлисем, кунтах тĕрлĕрен çимĕçсем лартса çитĕнтереççĕ. Уйсенче тыр-пул акса тунă. Кантăр акса çитĕнтернĕ. Çуне кăларакан машина та пулнă. Кантăр çăвне йÿçĕтнĕ купăста çине ярса çитернĕ. Тĕлĕнмелле тутлă апат.
Çак мăнастырьте хамăр ял çыннисем татах пурччĕ. Мавра тата Тюння аппасем манпа лайăх калаçнă. Вĕсемпе калаçни киле çитсе килнĕ пекех туйăннă маншăн.
Стенасем çинче турăшсем, патшапа арăмĕн сăн ÿкерчĕкĕксене вырнаçтарнă».
Революци хыççăн мăнастыре хупнă. Манашкăсем тĕрлĕ çĕре саланса пĕтнĕ.
Чылай вăхăт иртсен Анна аппана çав мăнастырьте тепре пулса курма тивнĕ. Мăнастырьте вăрçă вăхăтĕн-че ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă тăлăх ачасем пурăннă. Мăнастырьте малтанхи йĕркелĕх юлман. Анна аппа ассăн сывласа, хурланса каласа паратчĕ кун çинчен.
1921-мĕш çулхи хăрушă выçлăх çулĕ… Атăл тăрăхĕнче пурăнакан халăхсем выçăпа аптраса нуша курнă çул. Çынсем çимелли шыраса тăван ялтан ют çĕрсене туха-туха кайнă. Чылайăшĕ каялла таврăнайман, çул çинчех виле-виле выртнă. Теприсем тиф чирĕпе чирлесе çĕре кĕнĕ.
Матĕрне аппа çак çул упăшкине пытарать.
Хĕрне вилĕмрен хăтарас тесе ялтан тухса кайма шухăшлать. Хăйĕнпе пĕрле кÿршĕре пурăнакан Аннан тус-тантăшĕсене те илет. Çул çÿресе тĕнче каснăскер çул çинче мĕн кирлине лайăх чухлать.
Пиртен çĕлесе тунă кутамккана пĕчĕк хуран, чей вĕретсе ĕçме салтак котелокĕ, чашăк-тирĕк, пĕр мăшăр çĕнĕ çăпата, пĕчĕк пуртăпа çĕçĕ. Чи кирлĕ хаклă япаласем: çулă, ăвă, вут чуль. Вĕсем вут чĕртсе апат пĕçерме, çунакан вут умĕнче ăшăнса ларма кирлĕ.
Çурхи юр кайса пĕтсе шурă çĕмĕрт çурсан, кăшт çĕр кушсан, вĕсем инçе çула тухнă.
Малта вăрăм вырăс юбкине тăхăннă Матĕрне аппа, ун аллинче алран яман шĕвĕр вĕçлĕ тимĕр патак. Ун çаврака унки утнă май хитре сасă кăларса йыткачкана хăратать. Çак хÿ- тĕленмелли патака ашшĕ тахçанах ăсталаса тунă.
Амăшĕнчен пĕр хăпмасăр Анна пырать, вĕсем хыççăн _ Укçине, унтан _ Марье. Вун çичĕ çулхи çинçерех пÿллĕ вăрăм Лукка. Çул çинче çĕтĕк-çурăк тăхăннă ушкăна çăмăл пулман. Нумай утнипе урари çăпата та сухалланса ураран тухса ÿкнĕ. Çара уран та утма лекнĕ. Çавна пулах юнланнă ура кĕсенленсе ыратнă. Тепĕр чух вăйлă çумăр айне лекнисем те сахал мар пулнă, тумтир те ÿт çумне çыпăçса ÿтри юлашки ăшша хăй çине илсе шăнтнă. Сивĕ каçсенче лапсăркка йывăçсен айнче хÿтлĕх тупса ĕнтĕркесе çĕр каçма лекнĕ вĕсен.
Анна аппа çавăн пек вăхăтсене аса илсе çапла каласа паратчĕ: «Тепĕр чух уласа макăрас килет, ĕсĕклесе йĕнĕ самантсем те сахал мар пулнă».
Тÿсме çук йывăрлăха çĕнтерсе вĕсем вилĕмрен çăлăнса юлма пултарнă. Анна аппа уйрăмах Белоруссинчи Гомель хули çывăхĕнче çÿренисем çинчен пысăк хавхаланупа аса илетчĕ. Тиф чирĕ алхаснă вăхăтсенче тепĕр чух всене поезд çине лартасшăн пулман. ««Ан лартăр, ан лартăр. Эпир тепринпе катяпăр», _ тесе лăплантаратчĕ хăйне анне».
Юлашкинчен вĕсем чиркÿллĕ пысăк Лопатино салине çитсе чарăнаççĕ. Çак ял çумĕпе Сож шывĕ юхса иртет. Гомель хули юншарах, 5 çухрăмра кăна. Лопатино ялĕн тĕп лапамĕнче капăр чиркÿ вырăн тупнă. Унăн çÿллĕ çаврака тăрри аякранах курăнса тавралăха илем кÿрет. Çывăхрах ăпăр-тапăр пасарĕ. Кунти лапамра иртен пуçласа каçхи кĕлĕ вĕçленичченех халăх хĕвĕ-шет. Кунта тĕпленсе пурăнакан сала халăхĕ Атăл тăрăхĕнчи хăрушă выçлăх çинчен лайăх пĕлнĕ, ăнланнă. Май пур таран нушаллă çÿрекенсене пур енĕпе те пулăшма тăрăшнă.
Çак вăхăта аса илсе Анна аппа çапла каласа паратчĕ: «Пире кунти çынсем хĕрхенетчĕç. Пур енĕпе те пирĕншĕн лайăх тума тăрăшатчĕç. Урана тăхăнмалли япаласем сĕ-нетчĕç. Çăкăр çитеретчĕç. Асар-писер çанталăкра çĕр каçма хăйсем патне те сахал мар кĕртнĕ».
Сож шывĕн йăлăмĕнче ял халăхĕ утă çулса типĕтсе капансем хывнă. Ĕç вĕçленсе каç пулсанах тăлланă лашисене анлă улăха çитерме янă. Выртмана черетпе çÿренĕ. Çумăрлă каçсенче кĕрсе ларма хăва хуллисенчен хÿшĕ-сем ăсталанă. Вĕсенчен пĕрне усă курма Матĕрне аппан ушкăнне панă.
Çыран хĕрне вырнаçтарнă пулă тытмалли хатĕрсенчен пулă илме те чарман. Çакă мар-и ырă, уçă кăмăллăх. Çынсен нуши-хуйхине ăнланни, вĕсене пулăшма тăрăшни!
Çуллахи вăрăм кунсене вĕсем чиркÿ лапамĕнче ирттернĕ. Çĕр каçма хÿшше таврăннă. Вăхăт юхăмĕ кашни кунах пĕр евĕрлĕ шуса иртнĕ. Каçхи кĕлĕ вĕçленсен, вĕсем чансен хурлăхлă сассине итлесе хÿшĕ еннелле утнă.
«Анне пире час-часах çул çинче пынă май е çунакан вутă умĕнче ăшăнса ларнă чух тавралăхăн асамлă илемлĕхне сăнаса тĕлĕнме вĕрентетчĕ», _ тесе аса илетчĕ Анна аппа.
Амăшĕ çын пурнăçне çутçанталăк- ри пулăмсемпе çыхăнтарни, çамрăксен хырăм выççине, ăшри пăтăрмахлă пулăмсене кăштах мантарма пултарнине ăнланнă.
Хÿшĕ патне çитсен каçхи апат ха- тĕрлеме пикеннĕ. Лукка яланхи пекех çулупа чанк-чанк çапса вут чулĕнчен хĕлхем кăларса ăвă кăмпине мăкăрлантарса вут чĕртсе янă. Ялкăшса сиксе выляса çунакан çулăм каç тĕт- тĕмлĕхне аяккарах сирсе тавралăха ăшăтнă, кашта çинче çакăнса тăракан яшка хуранĕпе салтак котелокне хă-йĕн хĕрÿллĕ чĕлхипе çуллама пуçланă. Часах савăтсенчи шыв вăрăм тунан çинçе сасси евĕр сасă кăларса вĕреме кĕнĕ. Матĕрне аппа чей савăтне пĕтмĕк курăкĕпе пĕр тĕпчĕм яшка тă-варĕ ярса пăвлантарнă.
Хуранти пулă шÿрпи пиçсе çитсен, пурте çунакан вут тавра ларса апатланнă.
Выртмари лашасем хартлатса сас тăваççĕ. Сала енчен килекен юлхавлă вĕрекен йытă сассисем те майĕпен йă- вашланса илтĕнеççĕ.
Акă пуç çийĕн каçхи тăмана сасăсăр вĕçсе иртет.
Илемлĕ каç ырлăхĕпе киленсе, хырăмсене тăрантарнă хыççăн, кунĕпе ĕшеннĕ çамрăксем хÿшĕ ăшĕнчи чăрăш лăссипе упа сарри курăкĕнчен сарса тунă вырăн çине пуçĕсене хунă-хуманах тутлă ыйха путаççĕ. Тавралăхра шăплăх хуçаланать. Чăнкă çыран хĕрринче ÿсекен хăва тĕммисем сассăр тĕлĕреççĕ.
Юхан шыв кăна хумĕпе чÿхенсе выляса сас парать. Сивĕнме ĕлкереймен ăшă курăк хушшинче пурăнакан хурт-кăпшанкăсем çав-çавах лăпланма ĕлкĕ-реймен-ха.
Тĕлĕнмелле вăл çĕр çинчи пурнăç, пурте пурăнасшăн тапăлтатаççĕ. Матĕр-не аппан ыйхă килмест. Вăл хÿшĕ çумне кукленсе ларнă та тарăн шухăша путнă. «Малалла мĕнле пурăнмалла; Мĕн кĕтет вĕсене малашлăхра; Тутлă ыйха путнă ачасене тăван яла тĕрĕс-тĕкел мĕнле илсе çитермелле;»
Яланхи пекех ирхи шуçăм тавралăха çутатать. Каçхи ялкăшакан кăвар та ир енне сÿнсе кĕлленнĕ. Шурă тĕтре анлă улăх çийĕн шуса симĕс курăка йĕпетет.
Мĕшĕлти ĕнесен кĕтĕвне кĕтÿçĕ улăхалла хăвалать. Улăхри ăшă сывлăш çÿл-
ти тÿпенелле кармашать. Унта кунсеренех шаланкăсем явăнса вĕçеççĕ. Вĕсем курăк хушшинче чупакан шăшисен сехрисене хăпартса, чарăнма пĕлмесĕр «шыв, шыв, шыв» текен хурлăхлă сасă кăлараççĕ.
Мăнаçлă вилĕ ăмăрткайăксем те сунарта паян. Çак мăн кайăксенчен хăпмасăр вĕтĕрех шурлăх хурчкисем вĕçеççĕ. Вĕт кайăксем апат юлашкисене çисе тăранма пĕлеççĕ.
Вăхăт иртнĕ май кĕркунне паллисем те палăрмаллах курăнма пуçларĕç. Çуллахи çутă ăшă кунсем те хыçала тăрса юлчĕç. Час-часах сивĕ çилсем вĕрсе кĕрхи çумăрсем ислетме пуçларĕç.
Кăнтăр еннелле вĕçекен кайăксен картисем те курăнма пуçларĕç. Вĕсем сас парса инçе çула тухмалли çинчен аса илтереççĕ.
«Сывă юлăр, Белоруссин хаклă çыннисем! Çăкăрпа тăварушăн пысăк тавтапуç!» _ тесе вĕсем çула тухаççĕ.
Чăвашсене те тăван çĕршывне кайма вăхăт. Ялта вĕсене выçлăх кĕтет пулсан та тăван кĕтес кашни çыннах хăй патне туртать. Паллах, çитме çăмăл мар. Апла пулин те, хĕл лариччен вĕсем тăван яла ăнăçлах таврăнаççĕ.
Кунта, вĕсем ялта пулман чухне, нумай улшăнусем пулса иртнĕ. Савăнмалли нимех те çук. Выçлăх йĕрĕсем те тÿр- ленсе çитмен-ха.
Тыр-пул ăнса çитĕннипе халăх сывласа янă. Пурнăç майлашма тытăнать.
Матĕрне аппа, малтанхи пекех, чирлисене сыватас ĕçе кÿлĕнет. Анна хĕрне ял каччине Демьян Степановича качча парать.
Матрена Ивановна Касьянова ĕмĕрĕпех канăçа пĕлмен, ырă та пархатарлă, халăхшăн тăрăшнă çын. Ăна пурте хисепленĕ, хакланă, юратнă. Вăл 1958 çулта пурнăçран уйрăлнă. Кивĕ Шелттем масарĕнче канлĕх тупнă. Юнашарах юратнă хĕрĕ, Анна, канлĕ çывăрать.
Нумайрах пултăрччĕ çавăн пек пархатарлă та ырă çынсем çĕр çинче.
Николай ВОРОНЦОВ,
Кивĕ Шелттем ялĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *