Вăрнар вăрманлăхĕнче «Чи лайăх вăрман инспекторĕ» республика конкурсĕ иртнĕ.
Кăçал унта республикăри пур вăрманлăхран пĕтĕмпе 11 çын хутшăннă. Вĕсем теори тата практика пайĕсенче ăмăртнă. Конкурсантсем палăртнă тăрăх, кăткăсси нимĕн те пулман, мĕншĕн тесен кун пек ĕçсене вĕсем кулленех тăваççĕ.
«Чи лайăх вăрман инспекторĕ» ята Йĕпреç лесничествин вăрманçи Алексей Кондратьев тивĕçнĕ. Александр Андреевич çак конкурсра 2023 çулта та çĕнтернĕ пулнă.
Иккĕмĕш вырăнта – Канаш лесничествин Сиккасси участок вăрманлăхĕн участок лесничийĕ Вячеслав Артемьев (ӳкерчĕкре). Виççĕмĕш вырăнта вара – Шăмăршă вăрманлăхĕнче ĕçлекен Петр Тимофеев.

