Чӑваш Енре пурӑнакан 72 ҫулти Герман Лебедев «Кӗмӗл старт» федераци программин регионти тапхӑрӗнче ҫӗнтерсе 150 пин тенкӗлӗх гранта тивӗҫнӗ.
Вӑл вӗлле хурчӗсем тытать, пыл туса илет. Кунсӑр пуҫне Герман Лебедев йывӑҫран мини-рамӑсем хатӗрлет. Хӑй каланӑ тӑрӑх, ҫавнашкал рамӑсем продукцин пахалӑхне упраса хӑварма пулӑшаҫҫӗ.

