Чӑваш Енре 88 автобус туянма палӑртнӑ, ҫав шутран ҫурри – пӗчӗк класлисем.
Чӑваш Енӗн Транспорт министерстви Чӑваш транспорт управленийӗ лизингпа 33 автобус тата 10 троллейбус туянма хатӗрленни ҫинчен пӗлтернӗ. Пысӑк класлӑ 10 автобуса кӑҫал туянасси паллӑ. 2025-2026 ҫулсенче пӗчӗк класлӑ 45 автобус тата вӑтам класлӑ 33 автобус илесшӗн. Ун валли пурӗ 1,87 миллиард тенкӗ кирлӗ пулӗ. 1,3 миллиардне республика хыснинчен уйӑрӗҫ.

