Понедельник, 20 июля, 2026
Главная > Публикации > Алексей Афанасьев çыравçă çуралнăранпа 100 çул çитнине уявларĕç

Алексей Афанасьев çыравçă çуралнăранпа 100 çул çитнине уявларĕç


Юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче Шупашкарти Константин Иванов ячĕллĕ Литература музейĕнче Алексей Афанасьев çыравçă ?1925–1985/ çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă литературăпа музыка уявĕ иртрĕ. Мероприятие писательсемпе журналистсем, юрăçсем, Алексей Андрияновичăн тăванĕсем пуçтарăнчĕç. Вĕсем «Юманлăх çулçă тăкмарĕ» куравпа паллашма пултарчĕç. Кунта сăн ÿкерчĕксемпе çыравçăн тĕрлĕ çулта тухнă кĕнекисене вырнаçтарнă. Вĕсене тишкернĕ май А. Афанасьев чылай поэт-прозаикпа туслă пулнине, çыхăну тытнине курса ĕненетĕн. Акă вăл Илпек Микулайĕпе тата Хасан Туфанпа ларать, тепринче – Николай Евстафьевпа юнашар. Чи кăсăклă сăн ÿкерчĕксенчен пĕринче Афанасьев хушаматлă чăваш çыравçисене – Анатолий Афанасьева, Хветĕр Уяра, Куçма Чулкаçа, Егор Афанасьева, Мĕтри Кипеке, Алексей Афанасьева – асăрхатпăр.

Вĕрентекен, çыравçă, куçаруçă
Мероприятие Литература музе- йĕн наука ĕçченĕ Галина Еливанова ертсе пычĕ. Вăлах пухăннисене çыравçăн пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Алексей Андриянович Тутарстанри Потап-Тăмпăрлă ятлă чăваш ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вырăсла та, удмуртла та, тутарла та лайăх пĕлнĕ, çамрăк чух шкулта ачасене удмурт чĕлхине вĕрентнĕ. 1943 çулта Хĕрлĕ Çар ретне тăнă, Карелие нимĕçсенчен хăтарнă çĕре хутшăннă. Паттăрлăхĕшĕн III степеньлĕ Мухтав орденне тата медальсене тивĕçнĕ.
Каярахпа вăл Павлă районĕнчи вырăсла тухса тăракан «Знамя» хаçат редакторĕ пулнă. Пĕкĕлмери учительсен институтĕнчен вĕренсе тухнă. Пĕр хушă Павлăри интернат шкулта вăй хунă, халăх инструменчĕсен оркестрне йĕркеленĕ, ачасене ÿкерме вĕрентнĕ, пленэрсене илсе çÿренĕ. Пĕлÿ çуртĕнчи ĕçпе хавхаланса Алексей Андриянович «Пирĕн интернат» поэма та хайланă. Шупашкарти 47-мĕш шкулти 1 «В» класра вĕренекен Пелагея Морозова ?класс ертÿçи – Тамара Николаевна Степанова/ Литература музейĕнчи мероприятире шăпах çак произведенири сыпăка пăхмасăр каларĕ.
Алексей Афанасьев – ăста прозаик, поэт тата куçаруçă. 1949 çулта вăл СССР Писателĕсен союзĕн пайташĕ пулса тăнă. Вун тăватă çултах Константин Ивановăн «Нарспи» поэмине удмуртла куçарнă. Унпа халĕ те усă кураççĕ. Çирĕм ытла кĕнеке авторĕ: «Вутлан», «Сăвăсем», «Çурхи аслати», «Çунатлă çамрăклăх», «Юманлăх çулçă тăкмарĕ», «Живем в гостях» т. ыт. те. 2023 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче А. Афанасьевăн «Юманлăх çулçă тăкмарĕ» романăн пĕрремĕш кĕнеки кун çути курнăччĕ, пĕлтĕр – иккĕмĕшĕ, кăçал виççĕмĕшĕ пичетленсе тухрĕ. Куравра вĕсем те пурччĕ.
Ырă пуçарусем
Геронтий Никифоров Чăваш Рес- публикин тава тивĕçлĕ учителĕ юбилярăн пултарулăхне пысăка хурса хакларĕ:
– Алексей Афанасьев «Пионер сасси» хаçатра, «Хатĕр пул» журналта пичетленсе пынă. Вăл «Нарспие» кăна мар, Александр Алкан «Шывармань» легендине те, Петр Осиповăн «Айтар» драмине те чă- вашларан удмуртла куçарнă. Манăн алăра – унăн «Юманлăх çулçă тăкмарĕ» романĕ. «Юманлăх çулçă тăкмасан арçынна йывăр килет», – тенĕ ваттисем. Арçынсене çеç мар, ачасемпе хĕрарăмсене те, ваттисене те йывăр килнĕ Тăван çĕршывăн аслă вăрçин çулĕсенче. Виçĕ кĕнекерен тăракан хайлавра çыравçă çакна туллин кăтартса пама пултарнă. Ку роман вăрçă прозин паха тĕслĕхĕсемпе – Мĕтри Кипекĕн «Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ», Александр Алкан «Хĕçпе çурла», Владимир Садайăн «Аттесемпе пĕрлех кăвакартăмăр», Александр Артемьевăн «Симĕс ылтăн» кăларăмсемпе – пĕр ретре тăрать. Фронтпа тыл пĕрлĕхне лайăх сăнланă Алексей Андриянович. Çакăн пек уявсем питĕ кирлĕ пире. Вĕсенче эпир тăван литература пуянлăхне аса илетпĕр, ăша хыватпăр, – терĕ Геронтий Лукиянович.
Чăваш Республикин Ача-пăчапа çамрăксен библиотекин таврапĕлÿ- пе наци литературин пайĕн тĕп библиографĕ Татьяна Захарова электронлă вулавăш çинчен тĕплĕнрех ăнлантарса пачĕ. Темиçе çул каяллах библиотека ятарлă грант çĕнсе илсе «Писатели Чувашии – детям» проект хута янă. Сайтри электронлă вулавăшра ачасем те, çитĕннисем те килтен тухмасăрах хăйсене кирлĕ хайлавсене вулама, авторсен биографийĕсене тупма пултараççĕ. Хальлĕхе Алексей Афанасьевăн виçĕ кĕнекине цифрăласа вырнаçтарнă. Ку ĕç малалла пынине асăнчĕ Татьяна Федоровна.
Юратнă ашшĕ, кукаçи
Çыравçăн хĕрĕ Лира Белякова ашшĕне ăшă сăмахсемпе аса илчĕ:
– Атте – питĕ ырă кăмăллă та пултаруллă çынччĕ. Ăçтан йăлт ĕлкĕретчĕ вăл – халĕ те тĕлĕнетĕп. Ирхи виççĕре тăратчĕ те çывăхри вăрмана кăмпана уттаратчĕ. Улттăра таврăнатчĕ те мана вăрататчĕ, хайхи кăмпана тасатмалла. Унтан ăна пĕçерме-ăшалама лартатчĕ. Апат янтăлама та, урай çума та мана анне мар, атте вĕрентнĕ. Тасалăха юрататчĕ, пĕр кĕпепе икĕ кун нихăçан та çÿремен, тумтирне хăех çăватчĕ. Мандолина, балалайка, фортепиано – тем тĕрлĕ музыка инструменчĕ калама та пĕлетчĕ. Илемлĕ ÿкеретчĕ. Унăн картинисем Потап-Тăмпăрлăри кашни килте тенĕ пекех çакăнса тăраççĕ. Манра вара – ÿкерсе пĕ- терейменни çеç, – терĕ Лира Алексеевна йăл кулса.
Унăн кăмăлне хуçакан сăлтав та пур: ашшĕ çĕре кĕрсен унăн ĕç пÿлĕмĕнчен икĕ прозаик вĕçленĕ романăн алçырăвне йăтса тухса кайнă. Икĕ çултан ăна хăйсен ячĕпе уйрăм кĕнекен пичетлесе кăларнă иккен.
А. Афанасьевăн гипноз пултарулăхĕ те пулнă-мĕн. Ыйха путнă этеме ачалăхри е çамрăклăхри самантсене аса илме, тĕрлĕ чир-чĕр-тен сывалма пулăшнă вăл. Унсăр пуçне алă тупанĕ çинчи йĕрсем тăрăх юмăç пăхма та пĕлнĕ. Хироманта пурăнма çăмăлах мар ĕнтĕ. Ара, мĕн пулассине пĕлсе тăни пысăк çĕклем-çке. Лира Алексеевнăн туйĕнче Алексей Андриянович ахальтен мар салху курăннă: хĕрĕ каярахпа ку çынран уйрăласса, урăх çынна качча тухасса ун чухнех чухланă. Вăрттăнлăха мăшăрне кăна систернĕ. Чăн та, çаплах пулса тухнă.
Литература каçне Мускавран çыравçăн мăнукĕ те – Ольга Трофимова – килсе çитрĕ. Унăн ачалăхри пĕрремĕш асаилĕвĕ шăпах кукашшĕпе çыхăннă. Виçĕ çулти хĕр пĕрчине Алексей Андриянович чикăль-макăль тума вĕрентнĕ-мĕн.
– Хĕрлĕ кавир, ахăлтатса кулни, хам çакăн пек çаврăнма пултарнинчен тĕлĕнни – халĕ те пĕтĕмпех куç умĕнче. Ку асаилÿ чунăма ăшăтать, йывăр вăхăтра вăй-хăват парать. Кукаçи пирĕн хушăра мар пулин те, вăл çумрине туятăп, – терĕ Ольга Аркадьевна.
Уява «Шанăç» ветерансен халăх хорĕн «Хавхалану» ансамблĕ ?ертÿçи – Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Владимир Арланов баянист/ тата Федор Павлов ячĕллĕ Музыка училищин студенчĕсем – иккĕмĕш курсри Алексей Александровпа пĕрремĕш курсри Анна Сергеева – туйăмлă юррисемпе илемлетрĕç. Çак каç мероприятие пухăннисем Алексей Андрияновичăн сассине те итлеме пултарчĕç, ăна вăл пурăннă чух ятарласа çыртарса илнĕ. Тен, çавăнпах çыравçă пирĕн хушăра пулнăн туйăнчĕ.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ
Автор сăн ÿкерчĕкĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *