Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Запорожье облаçĕнчи Бердянск муниципаллă округĕнче ĕçлĕ çул çÿревпе пулнă. Çак тапхăрта вăл унти пĕлÿ çурчĕсене те çитсе курнă. Осипенко салинчи вăтам шкула вара уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрнă, регион ертÿçи вĕренÿ класĕсемпе паллашнă, технологи кабинечĕпе пищеблока хакланă.
Шкулта ачасене тĕрлĕ енлĕ аталанма пĕтĕм услови пур. Çакна йĕркелесе яма 2023 çулта Чă-ваш Республикин вăйĕпе пĕлÿ çуртне тĕпрен юсанă, çавăн пекех пищеблок туса панă, çĕвĕ класĕ хута янă. Вĕрентекенсем ачасене занятисенче тарăн пĕлÿ панипе пĕрлех вĕренекенсемпе уроксем хыççăн та ĕçлеççĕ. Шкулта спорт клубĕ, театр ĕçлет. Ачасем «Движение первых» юхăмра тата «Орлята Росси» проектра пысăк хастарлăх кăтартаççĕ.
Иртнĕ çулта «УПК 21» пĕрлехи проекта ĕçе кĕртес тĕлĕшпе килĕшÿ тунă, вăл Запорожье облаçĕнчи шкул ачисене Чăваш Енре професси илме майсем туса парать. Кăçал Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕ Осипенко, Троицкое тата Андреевка шкулĕсенчи 18 çамрăка «Визажист» пĕрремĕш професси панă.
«Ĕç профессийĕсем _ пирĕн обществăн тĕп темисем шутланаççĕ. 14 çултан аслăрах çамрăксен тĕрлĕ специальнăçа алла илес тата хăйсене тĕллĕн укçа ĕçлесе илес туртăм пур. Чăваш Енре эпир шкул ачисен профориентацине çирĕп аталантарса пыратпăр. Хамăра мĕнле специалистсем кирлине тата вĕсене хатĕрлессине пирĕн пĕрле палăртмалла. Инженери специальноçĕсем уйрăмах перспективăра тесе шутлатпăр, çавăнпа сирĕн пата мобильлĕ Кванториумăн специалисчĕсене яма хатĕр, вĕсем вĕрентĕве онлайн мелпе те йĕркелеме пултарĕç. Осипенко шкулĕнче эпир çĕвĕ классне йĕркелесе ятăмăр, Çĕрпÿри аграри техникумĕ ачасене çĕвĕ ĕçне вĕрентме тата ытти ĕç профессин ăсталăхне пама пултарĕ. Ку енĕпе ĕçе ÿстерсе пырăпăр», _ палăртнă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев.
Çак кунсенче çвăн пекех Бердянск тăрăхĕнчи шкулсенче Улатăр хулин мобильлĕ Кванториумĕ те ĕçленĕ. Дмитровка, Трояны, Осипенко тата Андреевка шкулĕсенче вĕренекен ачасем валли тĕрлĕ-рен мастер-класс йĕркеленĕ.
Педагогсен ушкăнĕ тата шкулта вĕренекен ачасем пирĕн республикăна гуманитари пулăшăвĕшĕн тав тунă. Ăна юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Енри пĕлÿ учрежденийĕсем пуçтарса ăсатнă. Çав йышра канцеляри хатĕрĕсем, спорт инвентарĕ, тум, вырăн хатĕрĕ, музыка инструменчĕсем, сĕтел-пукан тата апат-çимĕç пулнă.
Ĕçлĕ çул çÿрев вăхăтĕнче регион ертÿçи Олег Николаев Осипенко салинчи бокс шкулне çитсе курнă, тренерсене ятарлă спорт инвентарĕ тата амуници панă.

