Шкулчченхи тата кĕçĕн классен ачисем валли çырнă кĕнеке алçырăвĕсенчен Анна Тумалановăн «Пĕчĕк Кулян пысăк тĕллевĕсем» хайлавĕ çĕнтернĕ. Уншăн ăна 50 пин тенкĕ парĕç.
Сергей Павлов вăтам класс ачисем валли çырнă «Ылтăн çулçă» кĕнеке алçырăвĕпе мала тухнă. Аслă классенче ăс пухакансем валли хайланă кĕнеке алçырăвĕсенчен Ольга Федорова (Васильева) шăрçаланă «Таврăнсамччĕ каялла» ĕçе çитекен пулман. Сергей Лукияновичпа Ольга Леонидовна 75-шер пин тенке тивĕçнĕ.
Авторсене саламлатпăр.

