Понедельник, 17 августа, 2026
Главная > Публикации > Салтаксене пур енлĕн пулăшса пыраççĕ

Салтаксене пур енлĕн пулăшса пыраççĕ


«Йăлтах фронт валли, йăлтах Çĕнтерÿ валли» лозунг пĕлтерĕшне пирĕн çĕршывра лайăх ăнланаççĕ. Çак сăмахсене Чăваш Енре пурăнакансем те тарăннăн ăша хывса Украина çĕрĕ çинче çĕршыв интересĕсене хÿтĕлекен салтаксене пур енлĕн пулăшма тăрăшаççĕ. Вĕсем туслă йышпа пуçтарăнса хÿтĕлев тетелĕсем çыхаççĕ, апат-çимĕçпе медикаментсем пуçтарса параççĕ, вырăн тавраш çĕлесе хатĕрлеççĕ тата ытти те.
Çакăн пек хастарсем Канаш тăрăхĕнче те сахал мар паллах. Паян вара Çĕнĕ Ачча ялĕнчи волонтерсен туслă ушкăнĕ çинчен каласа кăтартас килет. Юпа уйăхĕн 27-мĕшĕнче Çĕнĕ Ачча ялĕнче пурăнакансем салтаксемпе техникăна тăшман куçĕнчен хÿтĕлемелли тетелсене çыхма пуçланăранпа шăпах икĕ çул çитрĕ. Çак тĕллевпе вĕсем ялти клуба пуçтарăнаççĕ. Икĕ çул хушшинче хастар ентешсем 475 тетел çыхса хатĕр- ленĕ. Ку вăл тĕрлĕ тĕслĕ тата тĕрлĕ виçеллĕ виçĕ çухрăм ытла тăсăлакан хÿтĕлев хатĕрĕ! Çавăн пекех госпитальсенче сипленекен салтаксем валли 100 ытла арçын кĕпи çĕленĕ, хăвăрт пиçекен яшка хатĕрлеме тонна ытла пахча-çимĕç пуçтарнă, сиплĕ чей валли ятарлă курăка миххи-миххипе типĕтсе хатĕрленĕ.
Çакна та палăртса хăвармалла, хÿтĕлев тетелĕсене Ачча тăрăхĕнче пурăнакансем кунсеренех çыхма çÿ-реççĕ. Çулла, кил-хуçалăхра ĕç нумай чухне, клубра пĕр-икĕ çын та пулин пĕрех ĕçлет, фронтри салтаксен ыйтăмне часрах тивĕçтерессишĕн тăрăшать.
Канаш енре тетел çыхассипе Катек, Тăрăн, Вăтакас Татмăш, Уçырма, Çĕнĕ Юнтапа, Чакаç, Мăкăр тата ытти чылай ялта пурăнакансем пысăк хастарлăх кăтартаççĕ. Фронта шанчăклă тылпа тивĕçтерекенсене пурне те пысăк тав сăмахĕ калатпăр. Ятарлă çар операцийĕ пирĕн Çĕнтерÿпе вĕçленĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *