Ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе фермерсем ҫӗрулми кӑларса пӗтернӗ.
Тухӑҫпа савӑнмалӑх пур. Уйсенчен 120 пин ытла тонна ҫимӗҫ пухса илнӗ. Ку вӑл пӗлтӗрхинчен 7,2 процент нумайрах.
Тухӑҫлӑхӗпе чи малта Вӑрмар (гектартан 394 центнер), Елчӗк (гектартан 369,7 центнер) округӗсем.
«Иккӗмӗш ҫӑкӑрӑн» чи пысӑк лаптӑкӗсем Комсомольски тата Патӑрьел тӑрӑхӗсенче.

