Воскресенье, 12 апреля, 2026

Пулă янă


«Водоканал» пĕрлĕх ĕçченĕсем Атăла 111824 сазан янă. Пулăсене Саратоври питомникра çитĕнтернĕ.
Сазан пĕвесемпе юхан шывсене сиплекен «санитар» шутланать. Шыври ӳсен-тăрана çисе вăл экотытăма тасатать. Вĕтĕ пулăсене Атăла янине «Росрыболовство» агентствăн Атăл-Кама управленийĕн специалисчĕсем сăнаса тăнă. Вĕсем çавăн пекех сазан сывă пулнине çирĕп- летнĕ. Кĕркунне, сăмах май, Атăла пулăпа пуянлатмалли чи ăнăçлă тапхăр шутланать. Çулталăкăн çак вăхăтĕнче шывра кислород нумай, тискер чĕр чунсем вăйсăрланаççĕ. Çавна май вĕтĕ пулăсене аталанма ансатрах.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *