Республикӑри округсене Чӑваш Енре туса кӑларнӑ техникӑпа тивĕҫтернĕ.
Пĕтĕмĕшле хакĕ – 92 миллион тенкĕ. «Агромаш 90ТК» маркӑллӑ 23 трактор регионти округсенче ĕҫлĕ.
«Ял-хулара тасалӑхпа йĕрке пултӑр тесе муниципалитетсенчи техника паркĕсене ҫĕнетес терĕмĕр», – палӑртнӑ Чӑваш Ен пуҫлӑхĕ Олег Николаев.
Хальлĕхе пĕрер трактор уйӑрнӑ, «тимĕр утсем» шанӑҫа тӳрре кӑларсан тата туянас тĕллевлĕ.

