Республикӑри ял хуҫалӑх ӗҫченӗсен кӑҫалхи тухӑҫпа савӑнмалӑх пур. Ку вӑл тыр-пулпа пахча-ҫимĕҫе пухса илнĕ хыҫҫӑнхи пирвайхи пĕтĕмлетӳ.
Тĕш тырра гектартан вӑтамран 36,8 центнер вырса илнĕ. Ҫĕрулми гектартан 300 центнера яхӑн тухнӑ. Куккурус тухӑҫĕ юлашки ҫулсенчипе танлаштарсан темиҫе хут нумайрах. Хӑмла пахчисенчи кӑтарту – 239 тонна.
«Республикӑра ял хуҫалӑх аталанӑвĕ яланхилле – малти вырӑнта. Ҫĕр ĕҫченĕсене пулӑшмалли программӑсем самай пулин те техникӑна ҫĕнетме тепĕр 600 миллион тенкĕ уйӑрма йышӑнтӑмӑр», – палӑртнӑ регион ертӳҫи Олег Николаев.

