Шупашкарта салтак тутрисен куравĕ уҫӑлнӑ.
Раҫҫей Президенчĕн гранчĕпе пуҫарнӑ «Йӑх паллисем: управҫӑ-тутӑрсем» проекта тĕрĕ ӑстисемпе танах ҫамрӑксем те хутшӑннӑ.
Куравра 60 ытла салтак тутри. Кашнинче тĕрĕҫ аллин ӑшши, ырӑ пехилĕ.
Уявра ҫар ретне тӑма хатĕрленекен яшсене ырӑ сунса парнелĕх тутӑрсем панӑ. Республикӑри пултарулӑх ушкӑнĕсем хӑйсем патĕнчи салтака ӑсатас йӑлана кӑтартнӑ.

