Чӑваш Енри пачӑшкӑ «Песни от всей души» кӑларӑмра пулнӑ.
Максим Курленко – Шупашкар округӗнчи Шӑмӑш ялӗнчи храм настоятелӗ. Унсӑр пуҫне вӑл рэп жанрӗпе юрӑсем шӑрантарать. Унӑн пӗр юррине «Непослушник» фильмра та илтме пулать.
Вӑл Андрей Малахов патӗнче те юрланӑ. Хальлӗхе кӑларӑм эфира хӑҫан тухасси паллӑ мар.

