Понедельник, 17 августа, 2026
Главная > Публикации > Раççей тата тĕнче шайĕнчи ăмăртусем йĕркелеме май килĕ

Раççей тата тĕнче шайĕнчи ăмăртусем йĕркелеме май килĕ


Шупашкарта лыжероллер трасси уçăлнă. Вăл хĕллехи спорт тĕсĕсен центрĕнче олимп резервĕн 2-мĕш номерлĕ спорт шкулĕн бази çинче вырнаçнă.
Лыжероллер трассине уçма Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, Раççейри йĕлтĕр ăмăртăвĕсен Федерацийĕн президенчĕ Елена Вяльбе, Раççейри биатлонистсен Союзĕн президенчĕ Виктор Майгуров, Чăваш Республикин физкультурăпа спорт министрĕ Василий Петров тата ытти хăнасем хутшăннă.
Çак трассăна 2023 çулта тума тытăннă, унăн строительстви Шупашкарти йĕлтĕрпе биатлон центрĕн инфраструктурин иккĕмĕш тапхăрĕпе килĕшÿллĕн пулса пынă. Лыжероллер трассин тăршшĕ _ 4 километра яхăн, вăл Раççей биатлонисчĕсен Союзĕн çÿллĕ категори шайĕнче тăрать.
Малашне унта Раççей тата тĕнче шайĕн- чи ăмăртусем йĕркелеме май килĕ. Спорт- сменсем хĕлĕн-çăвĕн тренировка ирттерме пултарĕç. Трассăна çутă тата видео сăнав хатĕрĕсемпе тивĕçтернĕ. Ун çине çавăн пекех триатлонистсемпе велосипедистсем те тухма пултарĕç.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев каланă тăрăх, центрта çитес çулах çĕршыв шайĕнчи ăмăртусем иртĕç. Вĕсенчен пĕри çуллахи биатлон енĕпе пулĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *