Суббота, 11 июля, 2026
Главная > Публикации > Салтаксен тăванĕсене çар наградисем панă

Салтаксен тăванĕсене çар наградисем панă


Ятарлă çар операцийĕ иртекен вырăнта çĕршыв интересĕсене хÿтĕленĕ чухне пуçĕсене хунă паттăрсен ячĕсем яланах пирĕн асăмăрта упранĕç. Вĕсен паттăрлăхне çĕршыв шайĕн- че те уйрăммăн палăртса хăвараççĕ, вилнĕ хыççăн тивĕçнĕ çар наградисене салтаксен тăванĕсене параççĕ.
Çакнашкал чыслав церемонийĕ нумаях пулмасть Канаш тăрăхĕн администрацийĕн- че иртнĕ. Округ пуçлăхĕ Валерий Чернов тата Канаш хулин, Канашпа Тăвай районĕсен çар комиссарĕ Евгений Семенов ятарлă çар операцийĕнче пуç хунă çар çыннисен тăванĕ- семпе çывăх çыннисене вĕсен наградисене панă. Çар наградисен йышĕнче Паттăрлăх орденĕсем, Суворов, «За боевые отличия» тата «Участнику специальной военной операции» медальсем пулнă.
Тĕлпулу вăхăтĕнче салтаксен çемйисене пур енлĕн пулăшса пырассине палăртса хă- варнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *