2026-мӗш ҫул Раҫҫейре – Халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ.
Ҫак сӗнӳпе малтанласа ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин патне казаксен пӗрлешӗвӗн атаманӗ Виталий Кузнецов тухнӑ. Унӑн пуҫарӑвне ырланӑ.
Ҫавӑн пекех Владимир Путин 2027-мӗш ҫула Раҫҫейре Географи ҫулталӑкӗ тесе йышӑнассине пӑхса тухма хушнӑ.

