Округсенче хĕллехи хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕр-и?
Çак ыйтăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынă канашлура пăхса тухнă.
Хальлĕхе 19 муниципалитет хĕле хатĕр. Шупашкарта, Çĕрпÿ, Çĕмĕрле тата Хĕрлĕ Чутай округĕсенче çитменлĕхсене пĕтерессипе тимлеççĕ. Ку ĕçе чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕччен вĕçлеме хушнă.
Олег Николаев çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн ĕçне тĕрĕслеме çĕнĕ система хута янине пĕлтернĕ.
Вăл регионта хĕле кĕтсе илме 100 проценчĕпех хатĕр пулмаллине каланă.

