Понедельник, 17 августа, 2026
Главная > Публикации > «Чӗкеҫ» фестиваль уҫӑлнӑ

«Чӗкеҫ» фестиваль уҫӑлнӑ


К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче II Пӗтӗм Раҫҫейри наци театрӗсен СССР халӑх артисткине Вера Кузьминана халалланӑ фестиваль уҫӑлнӑ.
Сцена ӑстисене Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ӑнӑҫу суннӑ. Фестивалӗн пӗрремӗш кунӗнче чӑваш артисчӗсем «Хуркайӑк ҫулӗ» премьерӑпа сцена ҫине тухнӑ. Спектакле Борис Манджиев режиссер Чингиз Айтматовӑн «Материнское поле» повеҫӗ тӑрӑх лартнӑ. Мӑшӑрне, виҫӗ ывӑлне вӑрҫӑра ҫухатнӑ Чӗкеҫ таса хире тухса аса илӳсен авӑрӗнче чунне лӑплантарать, иртнӗ пурнӑҫне куҫ умне кӑларса тепӗр тапхӑр пурӑнмалӑх канлӗх тупать.
Фестивалӗн иккӗмӗш кунӗнче Калмӑк Республикинчи Б. Басангов ячӗллӗ наци театрӗ «Голубоглазая каторжанка» моноспектакль кӑтартнӑ. Фестиваль чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗччен пырӗ. Ҫак тап- хӑрта Раҫҫейри ҫичӗ театр пултарулӑхӗпе паллашма май пулӗ.
Олег Николаев палӑртнӑ тӑрӑх, Вера Кузьмина пултарулӑхӗ Чӑваш Енри сцена ӑстисене кӑна мар, Раҫҫей регионӗсенчисене те хавхалантарать, «Чӗкеҫ» фестиваль вара тӗрлӗ культурӑна пӗрлештерекен лапам пулса тӑчӗ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *